Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы района - председателя районного собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем Республики

13:50 22 июня 2016 г.

 

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 

Сире пурне те çывхарса килекен Республика кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Кăçал ку уява Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕнче паллă тăватпăр. Тăван республика аталанăвĕнче, вăл çулран çул çирĕпленсе, вăйланса  пынинче пирĕн районăн, унăн ĕçчен те пултаруллă çыннисен тÿпи те сахал мар. Муркаш районĕ Чăваш Енре яланах ырă ятлисен шутĕнче пулнă. Ку вăл паян та çаплах.  Çакă  район ĕçченĕсем тăрăшса ĕçленипе пулса пырать. Паян та районта уйра та, фермăсенче те, пур предприятисенче те  -  пур çĕрте те ĕç вĕресе тăрать. Тавах сире çакăншăн. Тавах сире Тăван çĕршыв тăван килтен, хамăр урамран, тăван районтан, республикăран пуçланнине асра тытса пурăннăшăн, чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Малашне те эсир Муркаш районĕ, тăван Чăваш республики аталану çулĕпе кайтăр тесе хамăртан килнине йăлт тăвасса шансах тăратпăр. Малалла та пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлесчĕ. Ачасене те мĕн пĕчĕкрен тăван района, Чăваш Ене, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăра - Раççее юратма вĕрентесчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, телейлĕ вăрăм кунçул сунатппăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                                                      И.В Николаев

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                    Р.Н. Тимофеев

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика