Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чĕнсе калани

10:17 21 июня 2016 г.

 

"Ялта йĕрке - çĕшывра çителĕклĕх" - çак девизпа 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн тĕп тĕллевĕ - ял хуçалăхĕнчи лару-тăру, çĕр ресурсĕсем тата вĕсемпе усă курасси пирки тулли те объективлă сведенисем илесси.

Çырав ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене пурне те пырса тивет - ял хуçалăх продукцийĕ туса илмелли тата ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕ çитĕнтермелли çĕр участокĕпе усă куракан, харпăрлăхра тытакан, çĕр участокĕн хуçи е арендатор шутланакан предприяти-организацисемпе уйрăм çынсене.

Çырав ирттерни налуксене çĕнĕрен шутласа палăртассипе çыхăннă, илнĕ сведенисемпе унта хутшăнакансене хирĕçле усă курĕç тесе суя сăмах саракансене ĕненме кирлĕ мар. Кун пекки пулмасть. Федерацин "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен" Саккунĕ, çырав методики унта хутшăнакансен анонимлăхне гарантилеççĕ. Илнĕ информаципе пĕрлештернĕ статистика даннăйĕсем хатĕрлеме кăна усă кураççĕ.

Патшалăхăн ял хуçалăхне аталантармалли пĕрремĕш программине туса хатĕрленĕ чухне шăпах ĕнтĕ 2006 çулхи çырав даннăйĕсемпе усă курнă. Вĕсене тĕпе хурса пĕчĕк ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшмалли мелсене туса хатĕрленĕ, пуçласа фермер ĕçне тытăнакансене пулăшмалли тата çемье фермисене аталантармалли программăсем кун çути курчĕç.

Паян тĕрĕс, тулли тата чăнлăхпа тÿр килекен информаци пулсан, патшалăх ял хуçалăхне аталантармалли программăна пурнăçа кĕртессипе, продукци хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, ял территорийĕсене аталантарассипе тÿрлетÿсем тума пултарать.

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем! Ял хуçалăх çыравне пур респондентсем те - ял хуçалăх организацийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, килти хушма хуçалăх тытакансем тата сад-пахча хуçисем пурте активлă хутшăнни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă муниципалитетри, республикăри тата пĕтĕмĕшле çĕршыври ял хуçалăхĕнчи лару-тăру пирки объективлă даннăйсем хатĕрлеме кирлĕ.

Муркаш район

администрацийĕн пуçлăхĕ

Р. ТИМОФЕЕВ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика