Сывлăха сыхлас ĕçре вăй хуракансем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире хăвăрăн професси уявĕпе – Медицина ĕçченĕсен кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Эсир çав тери яваплă та пархатарлă ĕç тăватăр: инкеке лекнĕ çынна вилĕмрен çăлатăр, чирлĕ çынна сыватас, районта пурăнакансен сывлăхне упрас, çирĕплетес тесе çине тăрса тăрăшатăр. Эмелпе кăна мар, хăвăрăн ăшă сăмахăрсемпе эсир чирлĕ çынсене шанчăк паратăр, Çапла майпа вĕсене часрах сывалма пулăшатăр. Районта пурăнакансен тав сăмахĕсем, пирĕн районти медицина ĕçченĕсем республикăра тĕрлĕ конкурссенче мала тухни те эсир хăвăрăн ĕçĕре питĕ лайăх пĕлнине кăтартса парать. Тавах сире ырă кăмăлăршăн, чуш ăшшишĕн, хăвăр ĕçĕре тата çынсене юратнăшăн.
Районти медицина учрежденийĕсем çулсеренех паянхи кун ыйтакан диагностика тата сиплев оборудованийĕсемпе, «Васкавлă пулăшу» машинисемпе пуянланса пыраççĕ. Çакă чире вăхăтра тупса палăртма, вăхăтра пысăк квалификациллĕ пулăшу пама май парать.
Пурсăра та çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр.
Эсир малашне те хăвăрăн ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса, кашни çынпа тимлĕ те ăшă кăмăллă пуласса шанатпăр. Чун ăшши нихăçан та ан иксĕлтĕр сирĕн. Малалла та ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тумалла пултăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики