16:03 14 июня 2016 г.
Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсене пăхса тухса çурхи ака-сухана хакласси иртрĕ. Хамăр ĕç пахалăхне çапла майпа пĕтĕмлетесси - районта никĕсленнĕ ырă йĕрке.
Çур аки ĕçĕсене пĕтĕмлетме кăçал та çулленхи хаклава хутшăнакансем виçĕ ушкăна пайланса тĕрĕслеве тухрĕç. Вĕсем маларах палăртнă маршрутсемпе кашни хуçалăхăн уй-хирнех çитсе курчĕç. Çул çÿревре çĕр ĕçченĕ паян çĕнĕлĕхсемпе, ял хуçалăх çĕрĕпе епле усă курнипе паллашасси тĕп вырăнта пулчĕ. Каламалла, таврара çур акиренпех типĕ çанталăк тăчĕ пулин те, технологие пăхăннисен хирĕсенче ешĕл калча пысăк тухăç шантарса кашлать. Вĕсен хирĕсенче калча шăтма чăрмантаракан кунтăк пек тăпра муклашки те, чылай ÿссе кайнă çум курăкĕ те курăнмасть. Апла пăхсан кунта çĕр ĕç культури пуш сăмах пулманни курăнать. Çапла вара Суворов яч. хис. хуçалăхăн тĕп агрономĕ Г. Албутова калани пĕлтерĕшлĕреххĕн туйăнчĕ:
- Хресченĕн тĕп тивĕçĕ вăл - кĕр çитсен кĕлетсене тырă-пулăпа тултарасси. Çак тĕллевпе ĕçлесе пысăк тухăç пирки калаçнă чух эпир час-часах çĕр ĕç культури пирки манса каятпăр. Тырă вăрлăхне çĕре варăнтарнипе кăна тухăç пулмасть. Кунта паха вăрлăхпа ĕçлени, пусă çаврăнăшне тытса пыни, çĕре акма-лартма агротехнологие пăхăнса хатĕрлени тата ĕçсене вăхăтра пурнăçлани кĕреççĕ, - терĕ вăл тап-таса кашласа ларакан кĕрхи тулă пуссине алăпа кăтартса.
Уй-хир куравĕ чылай ыррине, хамăра шанса тăрăшмаллине кăтартрĕ. Акă "Оринино", "Свобода", Ильич яч. хис., Суворов яч. хис. кооперативсемпе А. Пихтеров, В. Бархаткин, В. Горбунов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхсен уй-хирĕсем пысăк тухăç шантарнине пăхма аван. Пĕрисем уй-хирте çанă тавăрса ĕçлеççĕ пулсан, теприсен тĕлĕшпе çакна калама йывăртарах. "Передовик" хуçалăхăн ĕçсĕр выртакан уй-хирĕсене, тĕслĕхрен, "Бездна" чикĕллĕ яваплăхлă общество пусă çаврăнăшне кĕртме пуçланă.
- Çĕрĕн унăн ĕçлемелле, хăйĕн хуçин питне хĕретсе выртмалла мар. Çавăн чухне çеç пире ытти çĕршывсен экономика санкцийĕсем те хăратмĕç, ял çыннин пурнăçĕ те юсанĕ, хуçалăхсен экономики те тĕрекленĕ, - терĕ пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме чĕнсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
Кунта çакна каласа хăвармалла: "Путь Ильича" агрофирма, Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем, А. Пихтеровпа В. Бархаткин, В. Горбунов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ыттисен харпăрлăхĕнчи усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тухăçлă ĕçлеççĕ.
- Эпир - хресчен ачисем. Çĕр хамăра тăрантарнине пирĕн манма юрамасть. Тĕллĕн-тĕллĕн паян ăна ĕçсĕр вырттарни пирĕншĕн пысăк çитменлĕх тесе шутлатăп, - терĕ Шетмĕпуç тăрăхĕнчи туллин усă курман çĕр лаптăкĕ патĕнчен иртнĕ чух "Путь Ильича" агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ А. Богданов.
Çум курăкĕпе паян химилле майпа кĕрешессине кашни çĕр ĕçченĕ пĕлет. Анчах... Уй-хир тишкерĕвĕ пулнă кун тĕлне хăш-пĕр çĕрте гербицид сапас ĕçе пуçăнманччĕ. Ку ĕçсене пурнăçланă уйсем тирпейлĕх ытамне кĕрсе ÿкнинчен те тĕлĕнме кирлĕ мар. Асăннă кун тĕлне ку ĕçе 4809 гектар çинче пурнăçланă. Вăхăтра акнă-лартнă культурăсем паян пĕр тикĕс ÿсеççĕ, пысăк тухăç шантараççĕ. Хресчене çав кун ытларах хумхантараканни - çумăр çуккиччĕ. Маларах кайсах калам, тĕрĕслев ирттернĕ тĕле кĕтни çитрĕ - ешĕл калчана çумăр йĕпетме пуçларĕ.
- Паян камран мĕн вĕренмеллине, мĕн алла илмеллине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Малашлăха пăхаканшăн алă тупанĕ çинчи пекех. Хăвăршăн паллă пулнă хирсене хуçалăхри механизаторсене илсе кайса кăтартни те вĕсемшĕн пысăк урок пулмалла, - терĕ ветеран агроном А. Анисимова.
Районта черетлĕ "симĕç ĕç çи" пуçланчĕ. "Свобода" хуçалăх нумай çул ÿсекен курăка çулма тухрĕ. Ку ĕç те çывăх вăхăтра вăй илессе шанмалли çеç юлать. Çавăнпа та çу кунĕсенче кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлассине кун йĕркинчен кăларас марччĕ, - терĕ пĕтĕмлетÿ тума хутшăннă май Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕн ертÿçи Александр Федотов районти ял хуçалăх ĕçченĕсене кĕрхи ĕçсенче тĕрлĕ енлĕ пулăшма шантарса.
Районти АПК ветеранĕсем, канаш председателĕ В. Вязов йĕркеленипе, уйсем тăрăх уйрăм маршрутпа çÿрерĕç. Хăйсене хисеп тунипе вĕсем кăмăллă юлчĕç. Çакна хаклав пĕтĕмлетĕвне "Ударник" сăнавлă производство хуçалăхĕн столовăйĕнче палăртнă чух та пытармарĕç.
Çурхи уй-хир ĕçĕсен хаклавне хутшăннă хыççăн ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, район аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă Валериан Краснов çапла каларĕ:
- Пĕрле пулсан тата пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашсах тăрсан эпир умри йывăрлăхсене çĕнейретпĕрех. Пире валли урăхла çул çук. Хирсемпе паллашни вырăнсенче малашлăха пăхса ĕçленине кăтартрĕ. Савăнтарать çакă. Уй-хир ĕçченĕсем çĕр ĕç культурине тивĕçлĕ шайра тытма тăрăшнине мал ĕмĕтлĕ утăм тесе хаклатăп.
Чылай хуçалăхра паян кĕр аки валли çĕр хатĕрлессипе çанă тавăрса ĕçлеççĕ.
А. БЕЛОВ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии