Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хăтлăх кĕртессипе тимлеççĕ

14:31 14 июня 2016 г.

 

Хĕллехи тапхăр хыççăн çулсеренех территорисене тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас ыйту мала тухать. Ку енĕпе районпа республика шайĕнче тĕрлĕ уйăхлăх ирттереççĕ. Кăçалхи апрель - май уйăхĕсенче ялсенче тирпей-илем кĕртнĕ май полигона 1729 кубла метр йăлари хытă каяш турттарса тухнă, санкциллĕ мар свалкăсене тата ытти каяшпа тултарнă 40 вырăн тĕп тунă. 2 парк реконструкциленĕ тата ĕç пурнăçланă. 167 субботник ирттернĕ, вĕсене 3200 çын тата 111 организаци хутшăннă.

 

Хăтлăх кĕртес ĕç пĕр уйăхпа кăна çыхăнман. Халĕ вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн хушăвне тĕпе хурса Троица уявĕпе ун умĕнхи праçник çитнине шута илсе çăва тата унăн территорийĕсене тирпейлеççĕ. Лару-тăру епле пынипе паллашас тĕлĕшпе çитес вăхăтра ятарлă ĕç ушкăнĕ вырăнсене тухĕ.

Хăш-пĕр ял тăрăхĕ çăвасем сăваплă вырăн пулнине яланах асра тытнипе пуçарулăхпа палăрнă. Ял тăрăхĕсем тăратнă информацирен çакă курăнать.      

Оринин ял тăрăхĕ. Оринин ял тăрăхĕнче пурăнакансем çăвана кирек хăçан та хăтлăхра тытса тăма тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть Мулкачкасси тата Çеменкасси ялĕн çăвисем çине вырăнти халăх йышлăн пухăннă.

Мулкачкассинчи çăва çуртне çĕнетме çынсем пĕр шухăшлă пулса укçа пухма йышăннă. "Восток" ял хуçалăх ертÿçи Валентина Налимова çак хуçалăх сачĕн çуртне куçарса кайма ирĕк панă. Халĕ асăннă çурта хута ярассипе тимлеççĕ. Ку ĕçе çак ялăн старости, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Владимир Калинин хăй çине илнĕ. Ăна Николай Галкин, Юрий Галкин, Аркадий Иванов, Виталий Ефремов, Вячеслав Калинин пулăшма кăмăл тунă. Лапкас ялĕнчи Юрий Игнатьев çурта хутса ăшăтма кăмака ăсталанă.    

Уйкас Янасал ял тăрăхĕ. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Уйкас Янасал ял тăрăхĕн çăви çинче асăннă ял тăрăхĕн тата Чуманкасси ял тăрăхĕн администрацийĕсем йыхрав тунипе çĕре яхăн çын пухăннă. Йывăç-тĕм каснă, пуçтарса тирпейленĕ. Çăва таврашĕнчи карта çĕрсе япăхнăран ăна "ниме" шучĕпе çĕнетме йышăннă.

Юнкă ял тăрăхĕ. Юнкăсем черетлĕ хут çăва тирпейлеме тухнă. Ю. Васюхин предприниматель техникăпа пулăшнă. Унпа П. Яндушкин тракторист тимленĕ.

Москакассинчи культура ĕçченĕсем вара хăйсем çывăхĕнчи территорие хăтлăхпа илем кĕртессипе тимлеççĕ. Унта кирек хăш вăхăтра та тирпейлĕх хуçаланать.  

Р. Илларионова хатĕрленĕ.  

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика