17:20 11 июня 2016 г.
Ĕçчен çын ĕç пурришĕн хĕпĕртет, Ĕçрен пушансан савăнма пултарнишĕн те савăнать, тивĕçлĕ ĕçшĕн хăйне вăхăтра чысланипе хавхаланăвне ÿстерет. Çапла вара асатте-асаннесенченех авалтан пыракан ырă йăлипе паянхи хресчен те çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн пĕрле пухăнса савăнма, ташлама-юрлама, вăйă картисем йĕркелеме, спорт кĕрешĕвĕсенче вăй виçме пĕртте хирĕç мар. Пур çĕрте те кĕрленĕ кун пек Акатуйсем. Çакă ăнсăртран мар, савăнма сăлтавĕ те пулнă. Çур аки - çĕр ĕçченĕн тĕп ĕçĕсен пуçламăшĕ, кĕрхи тухăç никĕсĕ. Çынсем пĕрле пухăнса савăнса малашнехи ĕçсем валли вăй-хал пухнă тесе ăнлантарать халăх сăмахлăхĕ.
Районта кăçал çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа 63-мĕш хут ирттерекен юрăпа ĕç тата спорт уявĕ - Акатуй - кăçал июнĕн 11-мĕшĕнче Лантăш вăрман уçланкинче кĕрлерĕ. Çĕр ĕçченĕсен çак уявра тулли кăмăлпа савăнма сăлтавĕ те çук мар.
Уява уçнă май район Пуçлăхĕ И. Николаев тыр-пул туса илекенсем район чыс-сумне çĕклекенĕсем пулнине палăртрĕ:
- Эсир хăвăрăн ĕçĕрпе район ятне упратăр, унăн аталану çулне уçатăр. Эсир çапла ĕçлени малашлăх сирĕн алăра пулнине çирĕплетет. Эсир çак ĕçе малалла та çÿллĕ шайра туса пырсан Муркаш енре ĕç кăтартăвĕсем те, çĕнĕ ÿсĕмсем те пулĕç, - терĕ Игорь Васильевич.
Унтан сăмаха район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеева илчĕ.
Ростислав Николаевич çур акири хастар ĕçшĕн уçланкăна пухăннисене саламланă хыççăн ĕç çыннисемпе тĕл пулса калаçма сцена çине Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев тухрĕ. Сенатор районта пурăнакансене ăнăçлă ĕçшĕн тав тунă май Муркашри Культура çуртне купăс парнелерĕ.
Район çыннисем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтлă тата пахалăхлă туса ирттернĕ, халĕ вара тĕп задача - вĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстересси.Çакăнта та Вадим Николаев Муркашсене ăнăçу сунчĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии