Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, ял ĕçченĕсем!
Пурне те сире «Акатуй» уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çулсеренех çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн районта «Акатуй» уявне ирттеретпĕр. Кăçал вăл 63-мĕш хут пулать. Ăна эпир Раççейри Кино çулталăкне, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне халаллатпăр. «Тӳрӗ кӑмӑлпа тата чунтан хавхаланса пурнӑҫлакан ӗҫ кӑна пурлӑх тӗлӗшӗнчен те, ӑс-хакӑл енчен те ырлӑх кӳрет, пултарулӑха туллин уҫса пама тата пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма май парать», - терĕ Республика пуçлăхĕ М.В. Игнатьев хăйĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. «Акатуйра» паян эпир çĕр ĕçĕнче хăйсен вырăнне тупнă ял ĕçченĕсене, ĕç династийĕсене чыслатпăр.
Эсир хăвăр ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăран ĕнтĕ кăçал та çуракине тĕплĕн хатĕрленсе ăнăçлă ирттертĕмĕр. Çак яваплă тапхăра хутшăннă кашни ĕçчен - механизаторсепе водительсем, специалистсемпе хуçалăхсен ертÿçисем, ял ĕçченĕсем ответлăха туйса, тăрăшса вăй хучĕç. Пурне те сире çакăншăн чĕререн тухакан сăмахсемпе тав тăватпăр.
Халĕ умра тепĕр тĕллев – акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене йĕркеллĕ пăхса çитĕнтересси, выльăх апатне çителĕклĕ тата пахалăхлă хатĕрлесси. Эсир çак задачăсене те чун-чĕререн пурнăçласса шанас килет.
Хаклă çыннăмăрсем! Тавах сире район аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр, çемйĕрсенче яланах килĕшÿ пултăр. Уява хавас кăмăлпа, тус-тăвансемпе пĕрле ирттермелле пултăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Испĕ ЛĕПĕ Павловаĕ
Моргаушский район Чувашской Республики