Социаллă сферăн хисеплĕ ĕçченĕсем! Çак ĕçĕн сумлă ветеранĕсем!
Сире хăвăрăн професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Паян эпир çынсен хуйхи-суйхинчен пăрăнса иртмен, ытарайми чун-чĕреллĕ çынсен уявне паллă тăватпăр. Эсир чире е пурнăçри ытти сăлтава пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсемшĕн, ветерансемпе ачаллă çемьесемшĕн, пулăшу кирлĕ çынсемшĕн шанчăкпа тĕрек пулса тăратăр. Вĕсене хумхантаракан ыйтусене хăвăр чĕре патне илсе, кирлĕ сĕнÿпе те, ĕçпе те пулăшатăр. Чăтăмлăхпа чун ăшши, ырă кăмăл вара сирĕн пурин валли те çитет.
Тавах сире хăвăр пулăшакан кашни çыннăн чун-чĕри патне уйрăм çул тупма, кашнин кăмăлне курма пĕлнишĕн. вĕсен чĕре суранне сирсе яма тăрăшнăшăн. «Çынна ырă тăвакан хăй те ырă куракан», - теççĕ халăхра. Хăвăр тунă ырă ĕç сирĕн патăра та ырăпах таврăнтăр.
Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм пултăр. Вăй-хал сирĕнте иксĕлми çулкуç пек тапса тăтăр. Телейпе ăнăçу пĕр уйрăлми сирĕнпе пĕрле пулччăр. Ытарайми ырă кăмăлăр вара пурин валли те çиттĕр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики