Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тавралăх илемĕшĕн тăрăшар

14:31 06 июня 2016 г.

 

Экологсем вĕсем - тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшакансем, çак пуянлăха пулас ăрусем валли упраса хăваракансем. Халĕ калани йăлтах хамăрăн пурнăçпа çыхăннăран, тĕрĕссипе пирĕнтен кашнийĕнех эколог пулмалла, Пĕтĕм тĕнчери çут çанталăка сыхламалли куна пĕрлехи уяв тесе йышăнмалла. Анчах кулленхи пурнăçра пурте пĕр пек шутламанни палăрать. Çапла вара вăрмана кĕрсен те, улăха ансан та, укăлчана тухсан та, уй-хирпе утсан та час-часах "хăшĕ-пĕри" экологи  нормине пăснă тĕслĕхсене асăрхатăн. Çырлахмалла-и пирĕн унпа, мĕнле пĕтермелле ку çитменлĕхе, çак сиенлĕ йăлана ура хурас тесен пирĕн мĕн тумалла, ăна валли пирĕн вăй çитĕ-и  т. ыт . те. Эколог кунĕ умĕн тăван тавралăхри тирпейлĕх ыйтăвĕпе калаçма хамăр тĕпеле Ильинка лесничествин лесничине Анатолий КАСЬЯНОВА чĕнтĕмĕр, эпир хускатнă тата хамăр районти экологи ыйтăвĕсемпе вăл мĕн шутланипе кăсăклантăмăр.

- Анатолий Калистратович, пирĕн пурсăмăрăн та - çут çанталăкпа уйрăлми çыхăннăран - унăн чи çывăх тусĕсем пулса тăмалла. Çавăн чухне тин çут çанталăкпа этемлĕх хушшинче килĕшÿлĕх хуçаланма пуçламалла. Çапла мар-и? Эсир мĕнле шутлатăр?

- Экологсен кунĕ умĕн калаçăва чĕннĕшĕн тав тăватăп. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕ - тăван тавралăха хÿтĕлекен тата уншăн тăрăшакан кашни çын уявĕ. Раççейре Эколог кунне РФ Президенчĕ Владимир Путин 2007 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Асăннă уява Пĕтĕм тĕнчери çут çанталăка сыхламалли кунпа пĕрле паллă туни унăн пĕлтерĕшне çĕклет кăна. Тĕрĕссипе вара экологипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парассипе çынсем ĕлĕк-авалах хăйне май ĕçленĕ. Авалхи çын хăйĕн аталанăвĕнче çут çанталăк пуянлăхĕпе пĕлсе те çиччĕ виçсе, ыттисене хур тумасăр, биологи механизмне пăсмасăр усă курма тăрăшнă. Вăл çакă малашлăхшăн пулнине ăнланнă. Пурнăç аталанăвĕ çĕнĕ шая çĕкленнĕ май асăннă ыйтусем паян пирĕн ума чылай çивĕчреххĕн тухаççĕ. Çут çанталăка сыхласа хăварас тесен пирĕнтен кашнин паянтан пуçласа çĕнĕлле шутлама тытăнмалла. Çĕнĕ условисенче тăван тавралăх пирки кашни утăмра шутламасан майĕ те çук.

- Кашнин яваплăха туйса ĕçлемеллине пĕлетпĕр пулсан та, тăван енре санкцилемен çÿп-çап полигонĕсем хутшăнсах пыраççĕ. Çакна сирĕн шутăрпа епле ура хурма пулать; Ял çыннин экологи культурине ÿстерме пирĕн кая юлмасăр мĕн тумалла;

- Кусем - манпа иртекен кашни тĕл пулурах мала тухакан ыйтусем. Анчах вĕсем нумай чух ыйтуллăнах юлаççĕ: улăх-çарансемпе укăлчасем тирпейсĕрленеççĕ, юхан шывсем тасамарланаççĕ, вăрман чăтлăхланать. Анчах япăххине курнипех лайăххи алăк уçса кĕмест. Кунта ыррине çул пама пурсăмăран та тĕллевлĕрех ĕçлени кирлĕ тесе шутлатăп. Халĕ каланине районти пĕр ырă тĕслĕх те çирĕплетет. Иртнĕ çулсенче Ивановкăра йăлари хытă каяш полигонĕ хута кайни ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртессипе ытларах ĕçлеме çул уçса пачĕ. Унпа туллин усă куракансем патне кайсан паян пит хĕрелмест. Йăлари хытă каяша пуçтармалли полигон хута яни тавралăхри экологи лару-тăрăвне тĕпренех ырă енне улăштарма пулăшрĕ.

- Вăрманти лару-тăру еплерех тата?

- Хăрнă йывăçсене касасси, вăрмансене тирпейлесси, çуркунне-кĕркунне йывăçсем лартасси - пирĕн кулленхи ĕç. Вĕсене пурнăçлама эпир ял çыннисене те самай явăçтаратпăр. Апла пулин те хуçасăр выртакан çĕрсем çинче вăрман çĕкленни, ирĕк памасăр вăрмана пуртă-пăчкă йăтса кĕни экологи тĕлĕшпе хушма ыйтусем çуратаççĕ. Вĕсене вăхăтра татса парассипе вăрман хуçалăх ĕçченĕсем çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Пирĕн лесничество паян 10 пин ытла гектар çинчи вăрмансене пĕрлештерсе тăрать. Кунта пĕр ĕç тепринпе çыхăнсах пырать, вĕсем пурте экологи ыйтăвĕпе çыхăннă. Çавăнпа та май килнипе усă курса хамăр вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ ветерансене, вăрман хуçалăхне аталанма пулăшнисене тата халĕ те çак ĕçрен айккинче тăманнисене, вĕсен çемйисене, тăван енĕн экологи лару-тăрăвне ырă енне улăштарма пысăк тÿпе хывакан шкул ачисене эколог кунĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, пуçăннă ĕçсене вĕçне çитерме телей те ăнăçу сунатăп. Мĕншĕн тесен çут çанталăка сыхлас тата пуянлатас, тăван ене илемлетес, экологие лайăхлатас шухăш пирĕн пурнăçра нихăçан та иккĕмĕш вырăна тăрса юлмĕ. Çакна хаçат вулакансенчен кашниех ăнланасса шанатăп. Пĕрле пулсан пирĕн экологи ыйтăвĕсем те çивĕчленсе, аталанса пымĕç.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика