11:35 01 июня 2016 г.
Çатракасси ял тăрăхĕнчи Ятман ялĕнче пурăнакансем юлашки çулсенче хăйсен вăйĕпе ял пурнăçне хăт кĕртессипе чылай палăрма ĕлкĕрчĕç. Малашлăхпа пурăнаканăн, ман шутпа, çапла пулмалла та. Пĕрле пурăнаканăн тата ĕçлекенĕн пĕр йышпа савăнма та ирĕк пурах. Çакна иртнĕ шăматкун, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Ятмансем яр уççăн кăтартса пачĕç.
- Пĕрле пулсан ял пурăнать, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе малашлăх ĕмĕтпе аталанать. Эпĕ 85 çула çитрĕм. Ял аталаннине кашни утăмра курса тăратăп. Çамрăксем яла сÿнме паманни, урамсенче ача-пăча сасси янăрани, халăх выльăх-чĕрлĕх йышлă усрани, пĕрлехи тăрăшулăхпа тăван ене илемлетни савăнтарать мана. Паянхи яш-кĕрĕм аслă ăрурисен ĕçне малалла тăсни пирĕнте ырă шанчăк çуратать, - терĕ алăри туйине вĕçертмесĕр Екатерина Архипова.
Екатерина Ивановна сăмахĕсем уяв тăршшĕпех асран каймарĕç, вĕсен тĕрĕслĕхĕ тăтăш ума тухса пычĕ: нумай пурăннă çын пурнăçа та лайăхрах пĕлет çав.
Ял аталанăвне, унăн пурнăçне курăмлă тÿпе хывакансене Çатракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Трофимов Тав çырăвĕсем парса чысланине те уява пынисем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. "Эсир алă усса лармастăр. Хăвăр пуçарулăхăрпа çулталăк хушшинче ял хушшинче кĕпер, çул турăр, урамсене электричество хунарĕсем çакрăр, шыв башни валли çĕнĕ насус туянтăр. Эсир çапла пĕрле ĕçлени, пĕрле пухăнса малашлăх планĕсене палăртни ял пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртет", - терĕ вăл.
Пĕлтĕрхи уявранпа (сăмах май, ял уявĕ Ятманта 8-мĕш çул иртрĕ) çĕнелсе илемленнĕ ял клубĕнче уява ялти шкул ачисем П. Хусанкайăн "Нимене" сăввипе уçрĕç. Кун хыççăн пухăннисем ялти артистсен пултарулăхĕпе паллашнă хушăрах кивĕ сăн ÿкерчĕксен слайчĕпе иртнĕ çулсене, ял тата тăван хуçалăх аталанăвне тÿпе хывнисене аса илчĕç. Уява Çатракассинчи вăтам шкул учительници Альбина Ятманова ертсе пычĕ.
Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Альберт Иванов ял уявне ирттерессине пысăк тÿпе хывнă.
- Чăваш Республикинче кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăнчĕç. Çакă тĕрĕс пулнине шута хурса эпир те хамăр ялти ĕçчен те правур çынсемпе савăнма тивĕç. Ял историйĕнче вĕсен кашнин тÿпи пур. Вĕсемпе эпир паян тивĕçлипе мăнаçланайратпăр, - терĕ Альберт Николаевич ял халăхĕпе ирттернĕ тĕл пулура слайдсем тăрăх ял историйĕпе, паллă ĕç çыннисемпе паллаштарнă май.
Ял уявĕнче пурнăçа çамрăклатакан çамрăксене чысласси тĕлĕшпе те вăхăт тупăнчĕ. Урăхла епле-ха; Ялти çамрăксем малашлăха шанса çемье çавăраççĕ, пÿрт-çурт çĕклеççĕ, ачасем çуратаççĕ. Иртнĕ çулхи уявранпа çуралнă ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене ял халăхĕ хаклă парнесемпе чысларĕ. Сăн ÿкерчĕкре Любăпа Костя тата Макар Ивановсем пĕчĕкçĕ Федорпа.
Уява пĕтĕмлетсе çапла çеç калас килет: Ятманта пурăнакансем тата вĕсен тус-тăванĕсем тăтăшах шыравра пулса ку енĕн малашлăхне шанаççĕ, вăл илемлĕрех пултăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пурнăçлаççĕ. Вĕсен ĕмĕчĕсем çитсе, тĕллевĕсем пурнăçланса пыччăр!
А. БЕЛОВ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии