09:51 01 июня 2016 г.
Яшсене çар ретне илессин çурхи хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Çавна май эпĕ Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕн ертÿçипе Владимир Казаковпа калаçрăм.
- Владимир Иванович, черетлĕ тапхăр япăх мар пыни палăрать, кулленех çамрăксене ырă çул сунса ăсататăр..
- Халĕ эпир 1989 - 1998 çулсенчи тата саккунпа килĕшÿллĕн унччен отсрочка панă вăхăт вĕçленнĕ яшсене çар ретне ăсатассипе ĕçлетпĕр. Черетлĕ тапхăр июлĕн 15-мĕшĕччен пырать.
Яшсене çара ăсатас тапхăрта призыв комиссийĕ ĕçлет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ ертсе пырать, комиссири ытти йыш та вăл çирĕплетнипе ĕçлет. Кăмăл тунипе ларăва ашшĕ-амăшĕ те хутшăнма пултарать.
Çар ретне тăратассинче уйрăм улшăнусем пулса иртмен. Çар ретĕнче пулассин тапхăрĕ те малтанхи пекех 12 уйăхпа танлашать. Пирĕн пай урлă 98 яша ăсатмалла, вăл шутра 55-шĕ - Муркаш районĕнчен. Паянхи кун тĕлне 23-шĕ çар ретне тăнă. Майăн 17-мĕшĕнче пĕрремĕш ушкăна ăсатрăмăр. Вĕсен службăра тăрас географи питех те анлă: Калининградран пуçласа Инçет хĕвелтухăç таран. Пĕтĕмĕшле илсен, çамрăксем çара кайма хатĕр, Тăван çĕршыва хÿтĕлес шухăш-туйăмлă.
Аслă пĕлÿ илнĕ, çар ретне тăма юрăхлă яшсене ăсатассипе те çулталăк тăршшĕпех ĕçлетпĕр, ку вăл контракт мелĕпе. Килĕшÿ тунă призывник çар ретĕнче ыттисем пек пĕр çул мар, икĕ çул службăра пулать. Вăл ытти контрактник пекех пур çăмăллăхпа та усă курать. Çакăн пек яшсем уйăхсерен 18 пин тенкĕрен пуçласа укçа илсе тăраççĕ. Ку меле суйлакан яшсем те пирĕн хушăра пур.
- Çара каяссинчен пăрăнакансем пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Тĕрлĕ сăлтава пула саккуна пăхăнманнисем çав-çавах пур-ха, вĕсем - "Çар служби çинчен" саккуна пăсакансем. Саккуна тĕрĕс йышăнакансем кăна пулччăр тесе яшсемпе те, ашшĕ-амăшĕпе те калаçусем ирттеретпĕр. Хăйсен йăнăшне йышăнса тÿрленекенсем те, чылай çул çухалса пурăнакансем те пур. Çапах та йĕркене пăснисен ответ тытма тивет. Ун йышшисем арçыннăн тĕп документне - çар билетне - алла илеймеççĕ. Çар комиссариачĕ повестка пачĕ пулсан, пирĕн пата килессине нимĕнле сăлтавпа та кая хăварма юрамасть. Çар ретне тăрасси - чи сăваплă тивĕç.
- Çар училищисене вĕренме кайни те малашлăхлă. Ку енĕпе тата сирĕн пай еплерех ĕçлесе пырать?
- Çамрăксене çар училищисене вĕренме кайма хатĕрлессипе ытларах ĕçлеме пуçларăмăр. Çар ĕçне юрăхлă çынсем тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухма пултараççĕ. Хĕрсем те ку енĕпе пуçарулăх кăтартма тытăнчĕç. Пирĕн патран училищĕне кайнисен 25 проценчĕ - хĕрсем. Кунта та сывлăх çирĕплĕхĕ, çара кайма лайăх хатĕрленсе çитни чи малта пулмалла. Çар училищисене вăтам пĕлÿ илнĕ 16 - 22 çулхисене вĕренме йышăнаççĕ. Çавăн пекех çар ретĕнче пулнă çынсене. Вĕсен шутне 24 çулсенчисем кĕреççĕ. Çар училищисенче пĕлÿ пухакансем социаллă пакета тивĕçеççĕ. Çар çыннисем пекех вĕсене те çăмăллăхсем пама пăхнă, икĕ тÿлевлĕ отпуска кайма право пур. Вĕренсе тухнă хыççăн ĕç вырăнĕ те пулать.
Çамрăксенче çарпа патриотика туйăмне татах та ытларах аталантарас тĕлĕшпе çар комиссариачĕ, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ тата ответлă ытти ĕçченпе пĕрле тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Çакăн пек тĕл пулусенче çамрăксем хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма, çар ĕçĕпе çыхăннисемпе калаçма пултараççĕ.
Кашни ачан мĕн пĕчĕкрен çирĕп сывлăх йĕркине пăхăнма вĕренмелле. Ку енĕпе халĕ майсем çителĕклĕ, "Сывлăх" комплекс кăна мĕне тăрать, апла пулсан май пуррипе усă курмалла. Çĕршыва çирĕп сывлăхлă тата çирĕп кĕлеткеллĕ çынсем кирлĕ.
Р. Илларионова калаçнă.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии