Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш лагерĕсем те пулаççĕ

11:57 31 мая 2016 г.

 

2016 çулти сывлăха çирĕплетмелли кампани шучĕпе Муркаш районĕнче çуллахи вăхăтра шкул çумĕнчи лагерьсене ĕçлеттерме палăртнă. Çапла май июнĕн 1-мĕшĕнче районти 23 шкул çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли тата профиль лагерĕсем ачасене йышăнаççĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак лагерьсене шкул ачисен 65,6 процентне явăçтарма палăртнă. Ку вăл пурĕ 2152 ача пулать. Вĕсенчен 1070 ача июнь уйăхне сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче ирттерĕ, ыттисем - профиль лагерĕсенче.

Юлашки вăхăтра инженери тата программирование пысăкрах тимлĕх уйăрмаллине палăртаççĕ, çавăнпах республикăри "Профильные инженерные классы в Чувашской Республике" проекта хутшăнакан шкулсенче (Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Калайкасси, Чуманкасси, Йÿçкасси шкулĕсем) робототехника енĕпе профиль лагерĕсем ĕçлĕç.

Кăçалхи тепĕр çĕнĕлĕх - патшалăх вĕренÿ стандарчĕсен шайĕнче "Создание сети пришкольных лагерей с этнокультурной образовательной программой на территории Моргаушского района" проект пурнăçланни. Проект чăваш чĕлхин сумне çÿллĕрех шая çĕклессипе тата ăна вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн тĕрлĕ енлĕ аталантарассипе, вĕренÿре усă курассипе çыхăннă. Çапла вара Муркаш, Оринин, Чуманкасси, Шетмĕпуç, Мăн Сĕнтĕр, Çатракасси, Калайкасси, Йÿçкасси тата Кашмаш шкулĕсенче этнокультура лагерĕсем уçăлаççĕ.

Лагерьсем ĕçленĕ вăхăтра шкул ачисене экскурсипе вĕренÿ мероприятийĕсене явăçтарма май пулать. Çак ĕçе пурнăçлама районти Ача-пăча пултарулăх çурчĕ вĕренÿ туризмĕпе çыхăннă историпе -краеведени проекчĕпе республика конкурсне хутшăнса грант çĕнсе илни пулăшать.

Пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсем Муркаш - Ильинка - Калайкасси - Москакасси - Муркаш тата Муркаш - Çуткÿл - Турай - Исетерккĕ - Сосновка - Уйкас - Янасал - Вăрманкасси - Муркаш турист маршручĕсем хатĕрленĕ.

Çак проект шучĕпе чылай вĕренекен районти культура пуянлăхĕпе паллашĕ, республикăри тата унăн тулашĕнчи музейсене çитсе курĕ.

Каламалла, лагерьсене чи малтанах йывăр лару-тăрура ÿсекен, нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасене явăçтарма палăртнă. Инвалид ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă е тăлăх ачасене, йĕркене пăснăшăн тĕрлĕ учетра тăракан ачасене тата ытти категорие те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çакăнпа пĕрлех пирĕн районти ачасем çуллахи вăхăтра хула тулашĕнчи лагерьсенче те канса сывлăхĕсене çирĕплетĕç.

Çапла вара сывлăха çирĕплетмелли кампание ирттерме пирĕн район валли пурĕ 5 млн та 763 пин тенкĕ ытла уйăрнă.

Н. Николаева.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика