Хаклă ачасем тата ашшĕ-амăшĕсем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Ачалăх –кашни çыншăн чи телейлĕ те нихăçан манăçми вăхăт. Ачан малашнехи пурнăçĕ мĕнле пуласси те çак пурнăç тапхăрĕнчен нумай килет. Çавăнпа та ача каярахпа пурнăçра хăйĕн вырăнне туптăр тесен, пирĕн, çитĕннисен, хамăртан килнине йăлт тумалла. Ăна мĕн пĕчĕкрен пурнăç илемне курма, кирек епле лару-тăрура та ыррине, лайăххине курма хăнăхтармалла. Вара вăл нимĕнле йывăрлăх умĕнче те çухалса каймĕ. Пирĕн, ашшĕ-амăшĕсен, воспитательсен, вĕрентекенсен вĕсене юратмалла, вĕсем çакна туйччăр тесе тăрăшмалла. Чи малтан хамăрăн вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăмалла.
Чăваш Республикин, РФ Правительствисем ачаллă çемьесене пулăшас тесе сахал мар ĕç тăваççĕ. Анчах та пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, ачасен пуласлăхĕшĕн чи малтан хамăр яваплине пĕр самантлăха та манма юрамасть. Вĕсене ĕçе, пурнăçа юратма хăнăхтарса ÿстермелле, аслисене хисеплеме, яваплăха туйма вĕрентмелле.
Пурне та сире çирĕп, кунçулăр вăрăм кунçул сунатпăр. Ăнăçу, телей пурнăç çулне сирĕнне те, ачăрсенне те уçсах пытăр. Ĕмĕр тăршшĕпех ачăрсемпе савăнса пурăнмалла пултăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики