09:31 31 мая 2016 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Муркашри центр Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли "Содействие занятости населения" программине тĕпе хурса, унпа палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртессипе тăрăшать. Çак программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр çынсене ĕçе тивĕçтерессипе, патшалăх услугисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлама федераци тата республика бюджечĕсенчен района пурĕ 5 млн ытла тенкĕ уйăрса панă. Çапла центр тивĕçтернĕ тĕрлĕ услугăпа пурĕ 1977 çын усă курнă.
Чăваш Республикинче кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çакна май халăха ĕçпе тивĕçтерекен Муркашри центр та профиль çулталăкне халалланă мероприятисене пысăк тимлĕх уйăрать. Мероприятисен тĕп тĕллевĕ пĕрре - ĕç шыракан çынсене, вăл шутра ĕçсĕррисене те, ĕç тупса парасси.
Маларах асăннă программа шайĕнче пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе 1063 çынна ĕçе явăçтарнă. Ку вăл малтанласа палăртнинчен нумайрах. Ĕçе вырнаçтарассин кăтартăвĕ те аван - ĕç тупса пама ыйтнисенчен 93,2 проценчĕпе танлашнă. Ĕç паракансен заявкисемпе килĕшÿллĕн 465 çынна вырнаçтарнă.
- Ĕç шыракансене "Работа в России" порталти вакансисен бази те пулăшу кÿрет. Ку порталта ĕç шыракансем республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те ĕç тупаççĕ. Малашлăха хăйсем пирки резюме çырса хăварма та пултараççĕ. Çапла май, вакансисем пулсан, вĕсене ĕç паракансем çыхăнма пултараççĕ", - пĕлтерет центр ертÿçи Ираида Димитриева.
Центр вара çынсене вăхăтлăх ĕç тупса парассипе те тимлет, вăл шутра обществăлла ĕçсене явăçтарса та, граждансен тĕрлĕ категорийĕпе профориентаци консультацийĕсене те ирттерет, професси пĕлĕвне илме вĕренÿ курсĕсене ярать, тĕрлĕ категори валли уйрăммăн вакансисен ярмăрккисене йĕркелет.
Ярмăрккăсене ирттернĕ чух вара яланах район администрацийĕпе килĕшсе ĕçленине палăртать Ираида Николаевна, икĕ енлĕ ăнланулăх пуррине калать.
Ку эрнере çакăн пек черетлĕ ярмăрккă иртрĕ. Ăна çул çитменнисене çуллахи вăхăтра ĕçе явăçтарас тĕллевпе йĕркелерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Лилия Тарасова районти çул çитменнисен учетĕнчи, шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан ачасене çак ĕçе явăçтарни пĕлтерĕшлине палăртса каларĕ. Кун пек ача паян районта 20 ытла.
Ĕçпе тивĕçтерекен центр пуçарăвĕпе ярмăрккă вăхăтĕнче шкул директорĕсем тата директор çумĕсем ĕç паракансемпе тĕл пулчĕç. "Оринино", "Восток", "Ударник", Суворов яч. хисепленекен хуçалăхсем тата "Путь Ильича" агрофирма çуллахи вăхăтра хăйсем патĕнче ачасем валли мĕнле ĕç тупма пултарнипе паллаштарчĕç. Нумай çĕрте ĕçе механизацилесе, автоматизацилесе пыраççĕ, апла пулин те, пĕлтĕр "Путь Ильичара" çу вăхăтĕнче ĕçленĕ ачасем кăçал та унта пырас кăмăл пуррине пĕлтернĕ те ĕнтĕ.
"Путь Ильича" агрофирмăра çуллахи вăхăтра ĕçлес кăмăл пуртан ярмăрккăна А. Воробьев вĕренекен çитнĕ. Агрофирмăн ĕç тăвакан директорне А. Богданова çуллахи вăхăта усăллă ирттерме шутланине пĕлтерчĕ вăл (сăн ÿкерчĕкре). Ертÿçĕ каланă тăрăх, ачасене вĕсем Ĕç кодексне тата ытти саккунсене пăхăнса ĕçе явăçтараççĕ. Пĕлтĕр вĕсем патĕнче 18 çамрăк ĕçленĕ пулсан, кăçал та 15 ачана яхăн йышăнма хатĕр. "Восток", "Ударник", "Оринино" хуçалăхсем те çуллахи вăхăтра çамрăксем валли вакансисем пуррине пĕлтерчĕç.
Ярмăрккăра çамрăксен ĕçлеме вырнаçас тесен мĕнле документсем хатĕрлемелли, ĕçлеме направлени ăçта илмелли, медицина справкине тумалли, ачасен ĕç вăхăчĕ мĕн чухлĕ пулмалли, вĕсене хăш ĕçсене явăçтарасси тата ытти пирки те сăмах пулчĕ. Çапла акă 14 çултан пуçласа 16 çул тултарманнисен 5 кунлă ĕç эрнинче кунсерен 5 сехетрен ытла мар, 16-18 çултисен 7 сехетрен ытла мар ĕçлемелле, 6 кунлă ĕç эрнинче - 4 сехетрен тата 6 сехетрен ытла мар.
Ĕçчен çын ĕмĕр мухтавра, тенĕ ваттисем. Çакна ачасене те ытларах та ытларах ăнлантармаллине, вĕсене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе явăçтарни пĕлтерĕшли ярмăрккăн тĕп шухăшĕ пулчĕ.
Н. Николаева.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии