Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Парăм пухăнни ура хурать

09:14 31 мая 2016 г.

 

Майăн 25-мĕшĕнче районăн бюджет тупăшне ÿстерессин тата ĕç укçи вăхăтра та туллин тÿлессин ыйтăвĕсемпе тимлекен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи комиссин черетлĕ анлă ларăвĕ пулчĕ. Лару ĕçне комисси ертÿçи - район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ. Унăн ĕçне тĕрлĕ ведомство представителĕ хутшăнчĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - предприятисемпе организацисем тата ыттисем пенси фондне, социаллă страховани фондне тÿлес йĕркене пăхăнманнипе - пенси фончĕн эксперт специалисчĕ Ольга Алексеева паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, пенси фончĕ умĕнчи районти пĕтĕмĕшле парăм апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 9 миллион та 308 пин тенкĕпе танлашнă, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсен парăмĕ - 8 миллион та 075 пин тенкĕ. "Свобода", "Герой", "Восток", "Передовик", "Ударник", Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсем, "Путь Ильича" агрофирма, "Юнга" чикĕллĕ яваплăхлă общество, Дмитрий Смирнов хресчен (фермер) хуçалăхĕ тÿлеве вăхăтра пурнăçламаннипе парăм шайĕ самай пысăк.

Социаллă страховани фончĕн районти пайĕнче пĕтĕмпе 346 страхователь учетра тăрать. Парăм шайĕ кунта та пĕчĕк мар.

Шел пулин те, чĕннĕ ертÿçĕсенчен ларăва хутшăнманнисем те пулчĕç. Килнисем вара парăма палăртнă срокра тÿлесе татма шантарчĕç. Çитес ларуччен ку ĕç йĕркеленессе шанас килет. Вĕсем чылайăшĕ парăма вăхăтра татайманнине çурхи ака-суха ĕçĕпе, çавăн пекех хушма укçа-тенкĕ вăхăтра çитейменнипе çыхăнтарчĕç.

Ларăва черетлĕ ыйту тăсрĕ. Килĕшÿ тумасăр ĕçлессин шайне чакарас, шалăва тÿлессине саккун шайĕнче тытса пырас ыйту юлашки вăхăтра уйрăмах çивĕч тăрать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев палăртнă тăрăх, ĕç ушкăнĕ вырăнти ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашас тĕлĕшпе 16 ял тăрăхне 17 хутчен тухнă. Çавна май 455 çын ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлнине тупса палăртнă. Мониторинга пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 197 субъектне кĕртнĕ, ĕç килĕшĕвĕсĕр 96 çын ĕçлени палăрнă.

Район прокурорĕн пулăшуçи Ирина Ильина çÿлерех асăннă саккунсăрлăх тĕлĕшпе ирттернĕ тĕрĕслевсем çинче чарăнчĕ. Лару çапла йышăнчĕ, çитес вăхăтра ĕç ушкăнĕ ял тăрăхĕсене тĕрĕслевпе тухса çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма, предприятисен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕç-хĕлне тепĕр хут тишкерме палăртрĕ. Ĕç ушкăнĕнче прокуратура тата участокри полици уполномоченнăйĕ те пулмалла. Пĕрлехи витĕмлĕ ĕçпе лару-тăрăва татах та ытларах уçăмлатма май пулĕ.

Кун йĕркинчи черетлĕ ыйту ĕç укçи шайĕ тавра пулчĕ. Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталану пайĕн ертÿçи Ольга Тимофеева палăртнă тăрăх, экономика секторĕнче тата бюджет сферинче вăй хуракансен вăтам шалăвĕ апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 17 712 тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăхĕнче тимлекенсен вăтам ĕç укçи - 15261,2 тенкĕ. Çавăн пекех вăл ытти сфера çинче те чарăнчĕ.  

Ростислав Николаевич кăçалхи пĕрремĕш кварталти аталанăва тишкернĕ май ял хуçалăх продукцине туса илесси самай ÿснине палăртрĕ. Промышленность предприятийĕсен ĕç-хĕлĕ çинче те чарăнчĕ. Çак отрасльти хăш-пĕр кăткăслăх çитес вăхăтра йĕркеленессе шанас килет.

Р. МАКАРОВА.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика