Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Катькас ялĕнче пурăнакан Кузьминсем – кĕнеке тусĕсем

10:12 30 мая 2016 г.

Катькас ялĕнче пурăнакан Кузьминсем – Геннадий Фёдоровичпа Мария Анисимовна – кĕнекесен чи çывăх та парăннă тусĕсем. Тăтăшах эпĕ вĕсем патне вăл е ку кĕнекене илсе каятăп. Яланах вĕсем тараватлăн кĕтсе илеççĕ, кукăльпе те сăйлаççĕ. Кукăльне кинемей çав тери тутлă пĕçерет, пĕрре те ÿркенмест. Хĕлĕпех симĕс сухан ÿстерет тата.

Ĕçчен те сăпайлă, ырă кăмăллă Мария Анисимовна мĕн ачаранах кĕнекепе туслашнă. Пир тĕртме ларсан та кĕнекине аркă айне хунă. Амăшĕ тула тухсанах туртса кăларса вуланă. Вăл каялла килнине илтсенех каялла хурса ĕçе пикеннĕ. «Шутсăр вулас килетчĕ. Апат çиме ларсан та кĕнекене алăран ямастăмччĕ. Качча кайса ача çуратсан та вăхăт тупма тăрăшаттăмах. Çĕрле те пулин кăштах пăхаттăм ăна. «Апатланнă чухне вулама юрамасть» теççĕ-ха. Эпир ăна-кăна пăхман. Пирĕншĕн вуласа пултăр», – тет 86 çулхи кинемей иртнине аса илсе. Чăваш çыравçисен хайлавĕсене Мария Анисимовна вулама кăмăллать.

Мария Анисимовна хăйĕн ĕмĕрне тăван колхозра (малтан «Колос», кайран «Гигант» совхоз) бригадăра ĕçлесе ирттернĕ. Ыттисем пекех куллен ĕçе утнă, юратнă çĕр-шыва çирĕплетессишĕн, колхоза малтисен ретне кĕртессишĕн тимленĕ. Тăрăшулăхне кура вăл тĕрлĕ хисепе тивĕçнĕ. 

Геннадий Фёдорович вара чăваш халăхĕн кун-çулĕпе çыханнă кĕнекесене шĕкĕлчет, историпе кăсăкланать. Ял-хуçалăх темипе тухнă çĕнĕ кĕнекесемпе халĕ те интересленет. Вулама пуçласан пĕр чарăнми вулама пултарать. Çĕрепех те вулама хатĕр. Пĕлмелли нумай тет.

Геннадий Фёдорович та ĕмĕр тăршшĕпех тăван «Гигант» совхозра вăй хунă. Бригадир та, колхоз председателĕ те, ахаль рабочи те, ферма ертÿçи те, диспетчер та, ялти клуб заведующинче те, ял совечĕн секретарĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ. Общество ĕçĕнчен те пăрăнман. Яланах халăх хушшинче пулнă. Тĕрлĕ ĕçре палăрса çитĕнÿсем тунишĕн Геннадий Фёдорович ĕç ветеранĕ ордена тивĕçнĕ.

Пенсие тухсан та юратнă ĕçне пăрахман, тăташах уй-хир ĕçĕпе интересленнĕ. «Паянхи кун хуçалăхсем арканнишĕн чун ыратать. Ялсене малалла епле упрамалла-ши? Çывăрмасăр пуç вататăп. Вăрттăнлăхне шухăшласа кăлараймастăп-ха. Анчах яла упрамаллах, пĕтме памалла мар. Тем тесен те чылай пысăк çын ялтан тухнă», – тесе пăшăрханса калаçать 85 çулхи шур сухал.

Геннадий Фёдоровичпа Мария Анисимовна пĕрле пурăнни кăçал кăрлач уйăхĕнче 62 çул çитрĕ. Пурнăç çулĕ çине вĕсем пилĕк ача пăхса ÿстерсе кăларнă. Ывăлĕпе хĕрне вăхăтсăр пытарма тивнĕ. Паян ватăсем иккĕшех пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшне хĕрĕсем: Кÿкеçре пурăнакан Альăпа Атăльялта тĕпленнĕ Надя – пулăшса тăраççĕ. Людмила вара Крымрах çемье çавăрнă хыççăн çирĕпленнĕ. Кăмăллă мăшăра татах нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунас килет.  

 

 

 

 
 

Кадикасинское сельское поселение Моргаушского района

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика