08:02 27 мая 2016 г.
Кĕçнерникун районти Акатуя ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, комитет ертÿçи Р. Тимофеев ертсе пычĕ.
Кăçал районти ĕçпе юрă тата спорт уявне Лантăш вăрманĕн уçланкинче июнĕн 11-мĕшĕнче ирттерме палăртаççĕ.
Уявра ытти çулсенчи ырă йăлапа çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ, мала тухнисене чыслаççĕ. Сумлă ĕç династийĕсене хисеп тăвассине те палăртнă. Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр илме, амăш капиталне тивĕçме сертификатсем параççĕ. Çурт-йĕр тума субсидие тиĕçекенсене те свидетельствăсемпе савăнтараççĕ.
Уявра, паллах, кунĕпех юрă-кĕвĕ янăрĕ. Хастаррисем тĕрлĕ спорт вăййисенче ăмăртĕç.
Ял пурнăçне сăнлакан курав тата тĕрлĕ выставкăсем ĕçлĕç.
Уява килнисене суту-илÿ ĕçченĕсем тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç сĕнĕç.
Пурне те уява чĕнеççĕ!
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии