Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕр улми лартаççĕ

09:49 25 мая 2016 г.

 

Эпĕ пĕлнĕ тăрăх "Ударник" хуçалăх - район территорийĕнче çĕр улми лартассипе чи ăнăçлă тимлекеннисенчен пĕри. Пĕр вăхăт ĕçе вăрахлатнă çулсем пулнă-ха, халĕ вара çак отрасле тепĕр хут çĕнĕ варкăш кĕртни питех те кăмăллă. Чылай-чылай вăхăт аталантарнине пĕтме памалла мар ĕнтĕ.  

Кăçал хуçалăх ку енĕпе тухăçлă тимлеме палăртать. Çак ĕçпе тĕплĕнрех паллашас тĕлĕшпе эпĕ çак кунсенче хуçалăха çитсе куртăм. Александр Васильев агроном каланă тăрăх, янтăланă пахалăхлă вăрлăх ытларах та юлнă. Малтан палăртнă 200 гектара çĕр улмипе шуратнă та ĕнтĕ. Çавна май тăрăшуллă коллектив малалла тимлет, мĕн лартнинчен татах та ытларах ĕçлес шухăшлă.

Акă Вячеслав Алексеев, Алексей Тимофеев механизаторсем хăйсен техникипе тата 100 гектар çинче çĕр улми лартма пулăшаççĕ. Вĕсем каланă тăрăх, ĕмĕтсем пысăк, кĕркунне çитсен хăйсемех кăларма палăртаççĕ. Ĕмĕчĕсем пурнăçланчăр ĕнтĕ ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен. Икĕ механизатора вара Александр тата Андрей Красновсем пулăшаççĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине шута илсе коллектив уй-хирте ир пуçласа каçчен тимлет.

- Тăрăшнине кура пысăк тухăç илме пултарассине шансах тăратпăр. Техника юсавлă пулсан ĕçлес килсе тăрать, - кăмăллăн калаçать пĕчĕк коллектив.

Илья Яковлев.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика