Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ăшă кулă пурнăçа тăсать»

09:35 25 мая 2016 г.

 

Чĕререн тухакан ăшă кулă пурнăçа тăсать, каялла та пурнăç тăршшĕпех таврăнать. Çак каларăш тахçанах Лилия Тарасован пурнăç девизĕ пулса тăнă. Район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕнче 2001 çултанпа вăй хуракан Лилия Юрьевнăна çавăнпах пулĕ нихăçан та пуç усман çын теме пулать. Нимĕнле йывăрлăх умĕнче те чарăнса тăмасть вăл, пурнăç ăна йывăрлăхсене çĕнтерме ачаранпах вĕрентсе пынă. "Вĕренме, ĕçлеме ÿркенмелле мар, мĕн пĕлнине çурăм хыçĕнче çакса çÿремелле мар", - тесе вĕрентнĕ ăна мамаккăшĕ, хăй пурнăçĕнче нумай йывăрлăха çĕнтернĕскер.

Çапла вара шкулта чухнех Лилия питĕ активлă çамрăк пулса ÿснĕ. Уроксемпе çыхăнман асра юлнă чи ырă самантсем пирки ыйтсан, Лилия Юрьевна пĕр тăхтамасăрах çамрăк армеецсен юхăмне аса илчĕ. Республикăри 5-мĕш вăйăсенче Юнкă шкулĕн "Орленок" отрячĕ унта çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ку уншăн пурнăç тăршшĕпех кирлĕ опыт пулса тăнă. Спортпа туслă пулнăран хăйне хăй яланах çирĕп тытнă вăл, ĕçе вĕçне çитиччен тума, ответлăха туйма вĕренсе пынă. Шкулăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннă хĕре каярах ял тăрăхĕнче комсомол организацийĕн секретарĕ пулма шанаççĕ, хыççăн пурнăç çулĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне илсе çитерет - ĕçлеме ÿркенменнине асăрханах ĕнтĕ.

Халĕ вара ăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ - час-часах çынсемпе тĕл пулма тивет унăн. Хăйĕн тĕп ĕçĕпе пĕрлех Лилия Юрьевнăн обществăлла ĕçĕ те нумай. Муркашри территори суйлав участокĕн председателĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçи, çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комисси председателĕн яваплăхĕ чăнах та пысăк. Кунпа пĕрлех вăл районти ытти обществăлла организацин, канашсен комиссисен йышĕнче яланах активлă ĕçлет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн ку пысăк сферăра кунсерен чылай ыйтăва татса пама тивет.

Ĕçтешĕсем ăста тата тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынсем пулнине пысăка хурса хаклать Лилия Юрьевна. Юлташра вара панă сăмаха тытнине, юлташ валли яланах вăхăт тупма пултарнине мала хурать. Пушă вăхăтра хĕлле ал ĕçĕ тума та, çывăриччен кĕнеке вулама та ĕлкĕрет. Çулла вара унăн та, ялти ытти нумай хĕрарăмăнни пекех, вăхăчĕ пахчара иртет. Килте туса илнĕ пахча çимĕçпе улма-çырларан хĕл кунĕсем валли темĕн те хатĕрлет, çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен пахчари чечекĕсем те ăна савăнтарсах тăраççĕ. "Кашни чечек хăйне май илемлĕ, çынсем пекех", - тет вăл.

Виçĕ ачаллă çемьере çуралса çитĕннĕ Лилия Юрьевна мăшăрĕпе, Всеволодпа, ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Илья ывăлĕ Раççей çарĕнче хĕсметре пулнă вăхăт та ытла инçетех юлман-ха. Анастасия вара икĕ аслă пĕлÿ илме вăй çитернĕ, иккĕмĕшне, амăшĕ пек, - юридици пĕлĕвне.

Кĕске калаçу вăхăтĕнче манăн пурнăç ыттисен пекех, эпĕ хам та ыттисем пекех, тесе Лилия Юрьевна темиçе хутчен те каларĕ. Çапах та пурте пысăк наградăсене тивĕçеймеççĕ. Ав 2014 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Лилия Юрьевнăна "За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике" паллăпа чысларĕç. Унччен те унăн ĕçне çĕршыв, республика шайĕнче пысăк хак панă: РФ Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамоти, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти, 2013 çулта республикăри чи лайăх муниципалитет служащийĕсенчен пĕри пулса тăнине çирĕплетекен диплом та тивĕçлĕ вырăнта упранаççĕ. Пурне асăнса та пĕтереес çук, 15 çула яхăн профком пĕрлешĕвне ертсе пынăскер, ку тĕлĕшпе те ÿсĕмлĕ вăй хунине кăтартаççĕ Тав хучĕсемпе грамотăсем.

Ăнăçу тăвассин вăрттăнлăхне уçса пама ыйтсан, Лилия Юрьевна нимĕнле вăрттăнлăх та çуккине каларĕ. "Эпĕ хамăн тăрăха юрататăп. Юнкă ялĕ - манăн чи юратнă кĕтес. Çак юрату мана вăй-хăват парса тăрать", - терĕ çеç кĕскен. Çамрăксене вара пурнăçра тăрăшуллă пулни, аслисемпе ашшĕ-амăшĕсене, темĕнле итлес килмесен те, итлени пулăшса пынине палăртрĕ.

Паян Лилия Юрьевна хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Хĕрарăмран çул ÿсĕмне ыйтма каламаççĕ - вăл каллех 18 çулта…

Эпир те, редакцире ĕçлекенсем, ăна çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунатпăр.

Н. Николаева.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика