Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Моргаушского района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем российского предпринимательства

14:12 24 мая 2016 г.

 

Хисеплĕ предпринимательсем!

Сире пурне те Раççейри предпринимательсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çак уяв маттур та пултаруллă, йывăрлăхран хăраман çынсен уявĕ. Мĕншĕн тесен сире хăвăр ĕçĕрте çăмăл мар ыйтăва  нумай татса пама тивет. Апла пулин те сирĕн йыш çулсеренех хушăнса пыни савăнтарать. Паянхи куна  районта асăннă сфера субъекчĕсем 923. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 9,5 процент ытларах. Çав шутран пĕчĕк тата вăтам предприятисем 144, уйрăм предпринимательсем 676-ăн. Районта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те йышлансах пыраççĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство паян районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Эсир район экономикин кашни сферинче вăй хуратăр. Районта пурăнакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăватăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Малашне те сирĕн ĕçĕрсем ăнсах пыччăр.

 

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                                                                                И.В Николаев

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                                              Р.Н. Тимофеев

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика