07:59 23 мая 2016 г.
Çу уйăхĕн 23-28-мĕшĕсенче Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалласа Пĕтĕм тĕнчери IX кинофестиваль иртет.
Чи малтанах ăна 2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче йĕркеленĕ. Ун чухне пирĕн тĕп хулара çывăхри тата инçетри чикĕ леш енчен паллă актерсемпе кинорежиссерсем килнĕ. 2009 çулта Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале йăлана кĕртме йышăннине РФ Культура министерстви ырласа кĕтсе илнĕ.
8 çул тăршшĕнче кинофорум кино ÿкерекенсен, режиссерсемпе актерсен хушшинче анлă сарăлнă, унта пин-пин куракан пулнă.
Фестиваль вăхăтĕнче фильмсем кăтартма, паллă тата çамрăк актерсемпе, режиссерсемпе пултарулăх тĕлпулăвĕсем, çавра сĕтелсемпе пресс-конференцисем йĕркелеме палăртнă.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии