11:50 22 мая 2016 г.
Паян Муркаш районĕнче «Единая Россия» партин суйлав умĕнхи сасăлавĕ пырать.
Ирхи 8 сехетре Муркаш районĕнче 11 шутлав участокĕ ĕçлеме пуçларĕ.
Эпир Муркашри культурăпа кану центрĕнче вырнаçнă 21.38.076 номерлĕ шутлав участокĕнче пултăмăр. Сасăлакансем йышлăччĕ.
Шутлав участокĕн ертÿçи Т. Мешкова каланă тăрăх сасăлас текенсем килсех тăраççĕ.
Суйлав умĕнхи сасăлав пĕрремĕш хут иртет. Суйлавçăсем çакăнпа кăмăллă. Кандидатсен хисепĕ пысăк, суйласа илмелĕх пур, теççĕ вĕсем.
Сăн ÿкерчĕкре: Исетерккĕри Культура çуртĕнчи шутлав участокĕнче.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии