16:13 20 мая 2016 г.
Паян район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 8-мĕш ларăвĕ ĕçлерĕ. Ăна Пуху председателĕ И. Николаев ертсе пычĕ.
Депутатсем район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район халăхне медицина пулăшăвĕ парасси çинчен район больницин тĕп врачĕ Н. Кожевников тунă доклада итлерĕç.
Иккĕмĕш ыйтупа объектсене террортан хÿтĕлессипе тата пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнассипе район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçи Г. Любимов пĕлтернине итлерĕç.
Районти физкультурăпа сывлăха çирĕплетес ĕçе йĕркелесси пирки район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З. Дипломатова тунă доклада итлерĕç.
Районăн 2016 çулхи бюджетне тупăшсемпе тата тăкаксемпе ÿстересси çинчен финанс пайĕн ертÿçи Р. Ананьева пĕлтернине итлерĕç.
Депутатсем ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç. Ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.
Ларăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хутшăнчĕç, тухса каларĕç.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии