17:29 18 мая 2016 г.
Алена Аршинова - Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ, çавна май Муркашра вăл вĕренÿ организацийĕсене çитме васкарĕ.
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа вĕсем Муркашри «Путене» ача садĕнче пулчĕç. Кунта хальхи вăхăтра пурĕ 260 ача 12 ушкăна çÿрет, «Лебедушка» структура подразделенине çÿрекенсемпе пĕрле ача садĕнче пурĕ 281 ача.
Алена Аршинова ача садне çитнĕ вăхăта кунти воспитанниксем уçăлма тухнăччĕ. Вĕсемпе кĕске калаçу хыççăн Алена Игоревна шăпăрлансене лайăх воспитани панине тата кунта хăтлăх хуçаланнине палăртрĕ.
Ача сачĕн ертÿçи И. Ферапонтова ача сачĕ юлашки çулсенче мĕнле аталанни пирки каласа панă май, хăнасене пÿлĕмсемпе паллаштарчĕ. Алена Игоревна ачасем валли хушма пĕлÿ панипе, ашшĕ-амăшĕсен тÿлевĕпе, ĕç укçипе кăсăкланчĕ. Воспитательсен вăтам ĕç укçи кунта халĕ 15 пин тенкĕ ытла, анчах та воспитателе пулăшакансен ĕç укçи пĕчĕккине палăртрĕç. А. Аршинова çитес вăхăтра ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ÿстересси пирки каларĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен вăл 7500 тенкĕпе танлашасса пĕлтерчĕ.
Алена Аршинова «Ача сачĕсем - ачасене» федерацин парти проектне ертсе пырать. Çавăнпа та çак проект шайĕнче регионти конкурсра «Путене» ача сачĕ палăрнине çирĕплетекен диплома курсан хавасланчĕ. Ача сачĕ ертÿçи ку таранччен икĕ грант выляса илнине пĕлтерчĕ: пĕри - 100 пин текĕлĕх, тепри - 200 пин текнкĕлĕх.
Коллективпа калаçнă май, ача сачĕсем тума тата реконструкцилеме федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене 1,6 млрд тенкĕ уйăрса пама май тупнине, çапла 33 çĕнĕ ача сачĕ хута янине асăнса хăварчĕ.
Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитетăн председатель çумне шкулти пурнăç та интерслентерет. Çавна май вăл Муркашри вăтам шкулта та пулса курчĕ. Районти чи пысăк шкулта А. Аршинова савăнăçлă лару-тăрура «Радуга» культурăпа курав центрĕ пулăшнипе «Гимн труду» курава уçнă çĕре хутшăнчĕ, хыççăн педагогсемпе тата аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулма васкарĕ. Вăл юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, ачасене икĕ сменăпа вĕренессинчен (хăш-пĕр çĕрте виçĕ сменăпа та) хăтарассипе, шкулсенче ăшă туалетсем тăвассипе, спортзалсене юсаса çĕнетессипе мĕнле ĕçсем пурнăçланнине пĕлтерчĕ.
Сăмах май пĕлтĕр кăна-ха Муркашри вăтам шкулти спортзала юсаса çĕнетрĕç. А. Аршинова спортзала та çитсе курчĕ, пурнăçланă ĕç ăна кăмăла кайнине палăртрĕ. Ял шкулĕсенчи спортзалсене юсассин тата реконструкцилессин федераци программине Чăваш Ен виçĕ хутченех кĕтĕр тесе Аршинова хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Çапла республикăри 72 шкулта спортзалсене юсаса çĕнетнĕ, çулталăк вĕçлениччен тата 24 спортзал реконструкцилеççĕ.
Педагогсемпе калаçнă май А. Аршинова çĕршыв шайĕнче хальхи вăхăтра вĕренÿпе çыхăннă çĕнĕ проектсемпе тимленине те пĕлтерчĕ (сăмахран, «Российская электронная школа»), вĕрентекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ыйтусенчен ытларахăшĕ экзаменсем пирки пулчĕ. Çавăн пеккех 11-мĕшсене май уйăхĕнче вĕренÿ тапхăрне пĕтерме, вăл вăхăтра выпускниксене экзамена хатĕрленмелли ятарлă тапхăр туса пани вырăнлă пудмалли шухăша та палăтрĕç кунта. Çак ыйтăва та, ытти хăш-пĕр пуçару пекех, А. Аршинова РФ Вĕренÿпе наука министерствине çитересси пирки каларĕ.
Муркашра вырнаçнă Тури чăвашсен музейĕнче А. Аршинова районти хастар çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Кунта тĕл пулăва Çамрăксен парламенчĕн, çамрăксен канашĕсен, Çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕсем пуçтарăннă. Вĕсемпе калаçу обществăпа политика тавра, пурнăçри активлă позици пирки пулчĕ. Уçă калаçура А. Аршинова çамрăксен тĕрлĕ ыйтăвне хуравларĕ, çакна РФ патшалăх Думин депутачĕ пулма мĕнле çулпа кайнине те каласа пачĕ.
Кашни коллективра хастар та пуçаруллисене А. Аршинова Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии