Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уявра - район пуласлăхĕ

16:41 17 мая 2016 г.

 

Паян Муркаш варринче икĕ пысăк мероприяти иртрĕ. Ача-пăча общество организацийĕсен фестивалĕпе Вĕренÿ кунĕ шкул ачисемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕç.

Çак уявра 2015-2016 вĕренÿ çулĕн 1-3-мĕш чĕрĕксенчи пĕтĕмлетĕвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене, регион шайĕнчи олимпиадăсемпе тĕрлĕ конференцисен, спорт ăмăртăвĕсемпе ытти мероприяти çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе В. Ананьевпа вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова шкул ачисене саламланă май уява Муркаш районĕн ăс-тăн потенциалĕ, районăн пуласлăхĕ пухăннине, хальхи вăхăтра шкулта ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма условисем пуррине палăртрĕç.

Çакна вара ача-пăча организацийĕсем те хăйсен ĕçĕпе кăтартса параççĕ. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе вĕсем епле ĕçленине тĕрлĕ номинацире тишкернĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вара Муркаш тата Юнкă шкулĕсенчи организацисем 1-мĕш вырăна тивĕçнине пĕлтерчĕç, иккĕмĕш вырăнта – Чуманкасси тата Çатракасси шкулĕсем, виççĕмĕшĕнче - Ильинка шкулĕн ача-пăча организацийĕ.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика