Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаçат тусĕ - 90 çулта

16:49 16 мая 2016 г.

 

Тăван çĕр-шыва çапăçу хирĕнче хÿтĕленипе пĕрлех унăн мухтавĕшĕн колхозра е килте çанă тавăрса ĕçлени те пысăк çĕнтерÿ. Çак сăмахсем хаçатăмăрăн паян 90 çул тултаракан штатра тăман корреспонденчĕ Вячеслав Иванович Иванов пиркиех тесе шутлатăп. Кашмашра 1926 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче 5 ачаллă хресчен çемйинче çуралнăскер ачаллах çĕр ĕçĕпе туслашнă.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыва фашистла Германи тапăнсан Мăн Сĕнтĕрти МТСра трактористсен 3 уйăхлăх курсĕсенчен вĕренсе тухнă каччă фронта кайнă арçынсен вырăнне юлать.

Çĕр ĕçне кÿлĕннĕ каччăна 1943 çулхине çара кайма повестка параççĕ. Артиллери шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн Вячеслав Ивановичсен çар чаçĕ Квантун çарĕ хуçаланнă ене çул тытать.

- Аслă Çĕнтерĕве уяр та илемлĕ кун кĕтсе илтĕмĕр. Теппĕр виçĕ уйăхран - августăн 9-мĕшĕнче - артиллери вăйлă персе тăнă хыççăн пирĕн çарсем самурайсем енне ура ярса пусрĕç. Танксен хÿттипе пынă чух малтанхи каç пĕрле апатланнă юлташсене çухатни 71 çултан та манăçмасть, - тет вăл паян.

В. Иванов Кашмаша 1948 çулхи кĕркунне таврăнать те 34 çул «Свобода» хуçалăхри трактор бригадине ертсе пырать. Пĕр ялта пурăннă Анастасийăпа çемье çавăрса вĕсем 3 хĕрпе 3 ывăл çуратса ÿстереççĕ.

Вячеслав Иванович нумай çул район хаçачĕпе туслă çыхăну тытать. Хăйĕн статйисенче вăл çивĕч ыйтусене хускатать. Паян та район хаçатне юратса вулать.

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов Вячеслав Ивановича 90 çул тултарнă ятпа саламларĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика