17:51 12 мая 2016 г.
РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа районти ЗАГС пайĕнче иртнĕ уява хутшăнчĕ.
Çемье тени вăл яланах - ашшĕ-амăшĕ тата ачисем. Пĕр-пĕрин умĕнче вĕсен кашнин тивĕç пур: ашшĕ-амăшĕн - ачисене йĕркеллĕ пăхса ÿстересси, ачисен - ашшĕ-амăшне ĕмĕр тăршшĕпе пулăшасси. Çак тивĕçсем пур çыншăн та тĕп саккун пулмаллине палăртрĕ Вадим Николаев сенатор.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Муркаш районĕнче çултан-çул нумай ачаллă çемьесен йышĕ пысăкланса пынине пĕлтерчĕ. Çакă ача пур çемьесене, уйрăмах нумай ачаллисене, патшалăх енчен пысăк пулăшу пуррипе те çыхăннă: 2007 çултанпа Раççей Федерацийĕ шайĕнчи амăш (çемье) капиталне, 2012 çултанпа Чăваш Республики шайĕнчи амăш (çемье) капиталне параççĕ, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем лайăхлатма субсидипе тивĕçтереççĕ, виççĕмĕш ача çуратнисем çĕр лаптăкĕллĕ пулаççĕ... Сăмах май, пирĕн районта çĕр лаптăкне тивĕçнĕ 387 çемьерен 216-шĕ ăна харпăрлăха илнĕ те ĕнтĕ.
Уяв мероприятийĕнче амăш (çемье) капиталне, çĕр лаптăкне тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăсемпе сахал мар çемьене чысларĕç. Амăш капиталне тивĕçнисен йышĕнче Анаткас Апаш ялĕнчи Соколовсен çемйи те пулчĕ. Анастасия Юрьевнăпа Владимир Александрович хальлĕхе икĕ хĕр пăхса ÿстереççĕ: Виктория ача садне çÿреме тытăннă-ха, Анна вара хăйне амăшĕн аллинче канлĕ туякан вăхăтра çеç. Ачасем сывлăхлă та кирлĕ пек аталанса ÿсчĕр тесен, вĕсене тимлĕх нумай уйрăмаллине калать çамрăк мăшăр. Çавăнпах ачасен асламăшĕн Нина Геннадьевнăн пулăшăвĕ питĕ вырăнлине палăртаççĕ вĕсем.
Çемье ăшши кашни ачанах кирлĕ. Çакна ăнланса усрава е опекăна ача илнисем те сахал мар районта. Пархатарлă ĕçе пурнăçлакансене уйрăммăн тав сăмахĕ каларĕç. Патшалăх вара тăлăха юлнă ачасене те тимлĕхсĕр хăвармасть. Пирĕн районтах ав иртнĕ икĕ çулта кун пек 17 çамрăка хваттерпе тивĕçтерчĕç.
Патшалăх енчен тимлĕх пурри çемьесемшĕн пысăк пулăшу шутланать, анчах та ачасене пăхса ÿстересси çав тери йывăр тата куллен пурнăçламалли ĕç, апла пулсан пур ашшĕ-амăшĕн те хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла.
Н. Николаева.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии