12:42 09 мая 2016 г.
Çул хыççăн çул каять, акă 71 çул та хыçа юлать. Майăн 9-мĕшĕнче яланхи йăлапа пур çĕрте те фашистла Германие аркатса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунине сумлăн паллă турĕç. Йывăр сурансем вара çаплах сипленмеççĕ-ха, вĕсем ытла та тарăн йĕр хăварнă. Шел вăрçа хутшăннисен шучĕ çулсеренех сахалланса пырать. Паянхи кун тĕлне вĕсем 31-ен кăна юлчĕç.
Уяв программи питех те анлă пулчĕ. Чи малтанах Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тÿпе хывнă, харпăр хăй пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă паттăр çынсене чысласа Муркаш ялĕ тăрăх сумлă «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем утрĕç. Пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнисем - çухалман, вĕсем - ялан пирĕн асăмра!
Митинг «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче иртрĕ. Унта вăрçă ветеранĕсем, вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, шкул ачисем, ĕç коллективĕсен представителĕсем, сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уяв пухăннисене саламларĕ.
- Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем, тăшмана аркатма хутшăннă мĕнпур хисеплĕ çыннăмăрсем, эпир сирĕн умăрта пуç таятпăр. Сирĕн тивлетĕрпе халĕ эпир мирлĕ пурăнтапăр. Хăрушă вăрçă тивмен çемье вара çук та пулĕ, кашниех унăн синкерне туйма пултарнă, - терĕ Ростислав Николаевич саламланă май.
Хăйсен кун-çулĕсене шеллемен паттăр çынсем яланах пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса юлĕç. Вăрçăна хутшăннисем мĕнпур йывăрлăха чăтса ирттернĕ, фронт çул-йĕрĕ вара вăрăм пулнă. Çав тапхăрта вĕсем мĕн кăна курман пулĕ. Пире, хыççăнхи ăрăва, малалла ĕçлеме майсем туса панă.
Районта ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсеренех Çĕнтерÿ кунне халалласа велосипедистсен тата автомашинăсен чупăвне ирттереççĕ.
Муркашсене Аслă Çĕнтерĕвĕн 71-мĕш уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Ен Правительстви ячĕпе гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрăвăн Чăваш Республикинчи патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров тата ыттисем саламларĕç. Çамрăк армеецсемпе кадетсен парачĕ иртрĕ. Митинг Çĕнтерÿ паркĕнче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăк умне гирляндăпа чечек кăшăлĕсем хучĕç. Вăрçа хутшăннисем хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç, салтак пăтти астиврĕç. Ун хыççăн уяв концерчĕ пулчĕ.
Р. Илларионова.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии