Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!
Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр.
Çулсем иртнĕçемĕн Çĕнтерÿ кунĕн пĕлтерĕшĕ ÿснĕçемĕн ÿссе пырать. Эсир хăвăрăн пурнăçăра шеллемесĕр, Тăван çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе чысне, никама пăхăнманлăхне сыхласа хăвартăр, пире мирлĕ пурнăç парнелерĕр.
Тылра та ватти-вĕтти кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлерĕ, йывăрлăха пăхмасăр, тăшмана çапса аркатма, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшрĕ.
Мĕн чухлĕ куççÿль, инкек илсе килчĕ çак хаяр вăрçă кашни çемьене. Тăван çĕршывшăн пынă хаяр çапăçусенче пирĕн районти 9845 çын çапăçрĕ. Вĕсенчен 5491ĕшĕ тăван яла, тăван киле каялла таврăнаймарĕ, паянхи мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хучĕç. 5 ентеш Совет Союзĕн Геройĕ, тепĕр салтак Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăчĕç. Çĕршер, пиншер салтак çапăçури паттăрлăхшăн орденпа медальсене тивĕçрĕ.
Эпир хамăрăн паттăр ентешĕмĕрсене нихăçан та манмастпăр. Тăван çĕршывшăн пуçне хунă салтаксем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕрере. Вĕсен умĕнче, Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксемпе тыл ĕçченĕсен умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр. Паян районта 31 вăрçă ветеранĕ, вăрçăра вилнĕ салтаксен мăшăрĕсемпе тыл ĕçченĕсем 839ăн пурăнаççĕ. Тавах сире Аслă Çĕнтерÿпе паянхи телейлĕ пурнăçшăн. Сирĕн çапăçури, тылри паттăрлăхăр пире паян тăван район, Чăваш Ен, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, умри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.
Эсир юн тăкса çĕнсе илнĕ Аслă Çĕнтерĕве пирĕн паян сыхласа хăвармалла, çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкрен сирĕн пекех паттăр та хăюллă, вăйлă та чăтăмлă пулма вĕрентмелле.
Хаклă çыннăмăрсем! Сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Тата нумай-нумай çул мирлĕ пурнăçпа савăнса пурăнмалла пултăр сирĕн. Çывăх çыннăрсем яланах юнашар пулччăр.
Район пуçлăхĕ - депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.