Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы района - председателя районного собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Праздником Весны и Труда, Воскресения Христова – Святой Пасхой

09:39 29 апреля 2016 г.

 

 

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

 Сире пурсăра та Майăн 1-мĕшĕ - Çуркуннепе Ĕç уявĕ тата Мăнкун ячĕпе пур кăмăлтан саламлатпăр!

Çак уявсене хатĕрленнĕ май пирĕнтен кашниех хăйĕн килти хуçалăхĕнче, çурт-йĕр таврашĕнче, урамра, ялта йĕрке тума тăрăшать. Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлнипе, тирпейленнипе çут тĕнче татах илемленет. Хамăрăн та паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах пурăнас килет, татах та тăрăшарах ĕçлес кăмăл ÿсет.

Çуркуннепе Ĕç уявĕн тата Мăнкун кунĕсем пĕр куна килни те пире пурсăмăра та пĕр-пĕрин тĕлĕшпе тимлĕрех, ырăрах, тараватлăрах, ăшă кăмăллăрах пулма хистет. Чăваш халăхĕн мĕн авалтан пыракан  çак ырă енĕсене нихăçан та пăрахăçа кăларар мар, ламран-лама аталантарса пырар, хамăрăн ачасене парнелеме тăрăшар. Пирĕн ырă ĕçсене малашлăхра шăпах вĕсен тăсмалла пулать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи çулталăка ахальтен мар ĕнтĕ Ĕç çынни çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Мĕншĕн тесен мĕнпур ырă пуçарусен пуçламăшĕнче ĕç çынни, унăн пархатăрлă ĕçĕ тăрать. Ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть. Апла пулсан хамăрăн умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн, тăван районăмăра малалла аталантарассишĕн пурте хăйĕн вырăнĕнче чун туртнипе, пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе вăй хурас пулать. Ĕçе чун туртнипе, кăмăлпа тусан кăна вăл ăнать. Районăмăр пуянланса, хитреленсе пырсан вара кашнин пурнăç шайĕ те лайăхланса пырĕ. Пĕрле пулсан вара эпир пур йывăрлăха та çĕнтерме пултарăпăр, аталану çулĕпе малтан-мала кайса пырăпăр.

Сирĕн пурсăрăн та сывлăхăр çирĕп пултăр, кун-çулăр телейлĕ те вăрăм килтĕр. Çурхи кăмăл çулталăкĕпех пурăнма, ĕçлеме хавхалантарса пытăр. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе çураçу, ăнланулăхпа тулăхлăх хуçаланччăр.

Тепĕр хут уяв ячĕпе сире!

 

Район пуçлăхĕ - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. НИКОЛАЕВ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                           Р.Н. ТИМОФЕЕВ

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика