Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕç хутшăнăвĕсем саккун шайĕнче пулччăр

17:13 27 апреля 2016 г.

 

Апрелĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи районăн пĕтĕмĕшле бюдежет тупăшне ÿстерессин, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комиссин ларăвĕ иртрĕ. Лару ĕçне Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăнчĕ.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ.

Ларура районăн тата ял тăрăхĕсен 2016 çулхи бюджечĕсене кăçалхи пĕрремĕш çулта мĕнле пурнăçланин, çынсене ĕçпе тивĕçтерессин, ĕç хутшăнăвĕсене официаллă майпа йĕркелемесĕр ĕçлекенсен хисепне чакарассин, пурлăхшăн тата çĕр участокĕсемпе усă курнăшăн аренда тÿлевне тÿлессипе парăмсене пĕтерессин ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

Сергей Дмимтриев хăйĕн сăмахĕнче çынсене ĕçе вырнаçтарасси, çавăн пекех ĕç хутшăнăвĕсене саккун шайĕнче официаллă йĕркелесси, ĕç укçине «конвертпа» тÿлессине пĕтересси епле пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, çакăн пек тĕслĕхсем пĕтĕм çĕршыв экономики çине епле тÿнтерле витĕм кÿни çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика