Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ильич яч. хисепленекен хуçалăхра хире пысăк йышпа тухрĕç

15:28 26 апреля 2016 г.

 

Районти ял  хуçалăх производство кооператвĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçал  çурхи ака-сухана тĕплĕн хатĕрленчĕç. Агротехникăна пăхăнса вĕсен кĕске вăхăтра çуртрисене 13,4 пин гектар акса хăвармалла. Кун çумне 5200 гектар ытла кĕрхи культурăсене тата нумай çул ÿсекен курăксен пуссинче нÿрĕк тытассине хушсан ĕç калăпăшĕ самай ÿсет.

Хресчен уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса çур акине кĕтсе илчĕ. Хатĕрленсе çитнисем ĕç вăйĕсене хире кăларма та ĕлкĕрчĕç. Паянхи фоторепортажа эпир ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче хатĕрлерĕмĕр.

-  Çур акине тухасси тата ăна вăхăтра ирттересси паян кашни хресчен умĕнчи  тĕллев. Эсир хĕл каçа çур акине тĕплĕн хатĕрленни куç умĕнчен каймарĕ. Сирĕн паянхи хавхаланăва курсан эсир хăвăр ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласси пире иккĕлентермест, - терĕ çур аки пуçлакансене ăнăçу сунса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев ĕçе кайма хатĕр «хурçă утсем» еннелле пăхса.

- Ака-суха ĕçне эпир нихăçан та иккĕмĕш вырăна хăвармастпăр. Тĕллевлĕ ĕçленине кура паян пĕр çемьери пек тăван уй-хире черетлĕ çур акине тухатпăр. Ăна валли пирĕн хуçалăхра ака кондицине тивĕçтерекен вăрлăх çителĕклĕ. Минераллă удобренине те, сĕрмелли-çунтармалли материалсене те çур аки ирттермелĕх янтăларăмăр. Ял хуçалăх техникине те ĕçе тухма юсаса çитертĕмĕр. Çур акине хутшăнакансемпе ĕç планĕпе условисене туса хатĕрлерĕмĕр. Апла пулсан тилхепе пирĕн хамăр алăра пулнине кура çанă тавăрса ĕçлемелле çеç, - терĕ Игорь Васильевич çурхи ĕçсем пуçланакан хирте уй-хир ĕçченĕсемпе калаçу ирттернĕ май.

Çак тăрăхра çулсеренех çур аки пуçланнине уяв вырăнне хурса паллă тăваççĕ. Акă паян та Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе Ваçкассинчи Культура çуртĕнче ĕçлекенсем уй-хир ĕçченĕсем умне концерт программипе тухрĕç.

- Чăваш халăхĕн çĕр ĕçĕ яланах малти вырăнта пулнă. Паян пирĕн ял тăрăхĕшĕн пысăк уяв - Ильич яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăх çур аки пуçларĕ. Хамăр тăрăхра усă курман çĕр лаптăкĕ выртманни пире савăнтарать, - терĕ ака-сухана хутшăнакансене ырлă-сывлăх сунса Уйкас Янасал ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ С. Никифорова.

Савăнăçлă мероприяти майĕпен ĕçе куçрĕ. Александр Александровпа Леонид Макаров механизаторсем хăйсен «хурçă учĕсемпе» нумай çул ÿсекен курăксен пуссинче нÿрĕк тытас ĕçе кÿлĕнчĕç.

- Вăхăтра нÿрĕк тытса хăварăпăр та çĕр хатĕрлеме тухăпăр. Çурхи ака-суха ĕçĕсен планĕсем пирĕншĕн паллă, - хăйсен ĕç тĕллевĕсене пĕлсе калаçрĕç вуншар çул çур акине хутшăнакан механизаторсем тракторсем еннелле утнă май.

Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Федор Егоров паллаштарнă тăрăх уй-хир ĕçченĕсемпе механизациленĕ звеносен кăçал кĕске вăхăтра 1509 гектар çинче çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçламалла. Уйрăммăн илсен çывăх вăхăтрах 175 гектар кĕрхи культурăсене тата 460 гектар нумай çул ÿсекен курăксене апатлантармалла, 750 гектар çуртрисем акса хăвармалла. Çак ĕçсене пурнăçлама 5 ака агрегачĕ хутшăнмалла. Çĕр хатĕрлекен тата культиваци тăвакан тракторсем те ĕçе хатĕр. Вĕсемпе ĕçлеме механизаторсем çителĕклĕ. Кашниншĕнех ĕç условийĕсем те паллă.

Çапла вара Ильич яч. хис. хуçалăхра çур аки пуçланчĕ. Вĕсемпе пĕр кунрах сÿре агрегачĕсене хире «Ударник», «Герой», «Оринино» хуçалăхсемпе «Путь Ильича» агрофирма кăларчĕç.

А. БЕЛОВ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика