Чăваш чĕлхин кунне халалласа Муркаш районĕнчи пур шкулпа ача-садĕнче те, культура учрежденийĕнче те савăнăçлă уявсем иртрĕç. Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ вара тунтикун Чăваш чĕлхин кунне район шайĕнче уявлама район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ырă йăласен залне чылай çынна йыхравларĕ: Чăваш наци конгресĕн пирĕн районти уйрăмĕн хастарĕсене, вĕрентекенсене, шкул ачисене, культура ĕçченĕсене.
Чăваш чĕлхин пуянлăхне, илемлĕхне, çепĕçлĕхне палăртакан, чĕререн тухакан юрăсемпе сăвăсем янăрарĕç уявра, ташшисем те чуна тыткăнларĕç: «Путене» ача садне çÿрекенсем, Калайкасси, Йÿçкассии тата Муркаш шкулĕсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенĕсем питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ.
Савăнăçлă самантсемпе киленнипе пĕрлех муркашсем чăваш чĕлхишĕн пăшăрхану пуррине те пытармарĕç. «Чĕлхе пĕтсен халăх пĕтет, тенине асра тытмалла, тăван чĕлхепе калаçма вăтанмалла мар», - çапла пулчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн В. Ананьевăн тата конгресăн районти уйрăмĕн ертÿçин Н. Николаеван шухăшĕ. Вĕсем шкул ачисен «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль-конкурсăн тата районта ирттернĕ «Эпĕ - чăваш» сочиненисен конкурсĕн çĕнтерÿçисене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç, чăваш чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине упраса аталантарма тÿпе хывнисене Тав хучĕсемпе наградăларĕç. Сочиненисен конкурсĕнче шкулта вĕренекенсем кăна мар, 18-30 çулти çамрăксем те активлă пулни йĕркелÿçĕсене савăнтарчĕ. Уява ача садне çÿрекенсенчен пуçласа районти сумлă ветерансем таранах хутшăнни вара ăрусен çыхăнăвĕ пуррине çирĕплетрĕ.
Чăвашсене çутта кăларнă И. Яковлевăн хахалне пăхмасăр вуланипе, Кино çулталăкне халалласа Муркашри тĕп библиотека ĕçченĕсем Тани Юн актриса çинчен хатĕрленĕ презентацисемпе, кĕнекесен куравĕпе те пурте кăсăкланса паллашрĕç. Çавăнпа та нумайăшĕ чăваш диктантне çырма уяв хыççăн хăпартлануллă кăмăлпа васкарĕ.
Моргаушский район Чувашской Республики