Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт»

14:45 25 апреля 2016 г.

 

Муркаш администрацийĕн культура пайĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт» ятлă ăстаçăсен фестиваль-конкурсĕ малалла тăсăлать. Унпа килĕшÿллĕн çулталăк тăршшĕпе кашни ял тăрăхĕ Муркаш районĕнчи Тури чăвашсен музейĕнче ал ĕçĕсен куравне йĕркелет.

Чăваш чĕлхи кунне халалласа апрелĕн 22-мĕшĕнче музейра Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи ал-ĕç ăстисен «Ăста аллинче ĕç вылять» ятлă куравĕ уçăлчĕ. Иван Яков­левич çапла çырнă»: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă - çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр!» Ача ĕçе чи малтан ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе ĕçлеме хăнăхать. Чăваш ĕçченлĕхĕ - халăхăн ĕмĕртен пыракан хăвачĕ».

Çавăнпа ĕлĕк чăвашсем «Улттăри арçын ача ашшĕн ĕçне тума, улттăри хĕр ача амăшĕн ĕçне тума пултартăр» тенĕ.

 Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ ĕлĕк-авалах ал-ĕç ăстисемпе пуян пулнă. Унта ÿнерçĕсем те, тĕрĕçĕсем те, савăт-сапа, урапа тăвакансем, йывăçпа касса ĕçлекенсем те чылай. Паян вара эпир çĕнĕ ятсемпе, çĕнĕ ĕçсемпе, çĕнĕ ăстаçăсемпе паллашрăмăр.

 Мăн Хураçкари Культура çурчĕ çумĕнчи «Хавас» пултаруллăх ушкăнĕ курава илемлĕ юрăпа пуçларĕ, такмаксем шăрантарчĕ.

Ăстаçăсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Ираида Николаевна Ульева пухăннă хăнасене çăмран илемлĕ ÿкерчĕксем ăсталама, Аркадий Иосифович Иванов йывăçран эреш касма вĕрентрĕ.

Çак куравра пурте чăвашла калаçни, чăвашла сăвăсем вулани, чăвашсен илемлĕ тĕррисемпе киленме май килни, эпир чăнахах та хамăрăн тăван чĕлхерен ютшăнманнине, ăна манманнине тепĕр хут палăртса хăварчĕ.

«Аннĕр сĕчĕпе йышăннă чĕлхене ан манăр, халăх чĕрине ăнланса илме тăван чĕлхерен ютшăнмасан çеç пулать», - тесе çырнă И.Я. Яковлев. Ан манăр, туссем, атте-анне чĕлхи - пуринчен те пахи, пуринчен те илемли.

Куравпа тури чăвашсен музейĕнче майăн 1-мĕшĕччен килсе паллашма пулать.

Пурне те музея чĕнетпĕр.

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика