Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Юратнă ĕçĕм» тĕл пулу

09:48 25 апреля 2016 г.

 

2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕ пулнине пурте пĕлеççĕ. Паян Ярапайкассинчи вăтам шкулта çак пулăма халалласа Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи пултаруллă ал ăстисемпе тĕл пулу иртрĕ, ал ăстисен ĕçĕсенчен тунă выставка ĕçлерĕ.

«Юратнă ĕçĕм» ятпа иртнĕ тĕл пулура Итакачкасси ялĕнчи Смирнова Л.И. тата Скворцова С.А. хăйсен чун киленĕçĕ пирки 5-8 класра вĕренекенсене каласа пачĕç. Пултаруллă хĕрарăмсем – чăн-чăн алă ăстисем. Вĕсем хĕресле те, бисерпа та тĕрлеççĕ, крючокпа сĕтел çи, тутăр çыхаççĕ, бисерпа пăралукран илемлĕ чечек пуххисем ăсталаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах юратнă ĕç патне туртăнать вĕсен алли. Шкул ачисем вашават хăнасем ал ĕçĕпе çемйипех ĕçленине пĕлчĕç. Ар çынсем те, арçын ачасем те ютшăнмаççĕ иккен çак ĕçрен. Лариса Ильиничнăпа Светлана Александровна хăйсен эрешĕсемпе тĕрлĕ выставкăсене тата уявсене те илемлетеççĕ. Тĕрлĕ картинăсене туянакансем те пуррине каларĕç вĕсем.

Паянхи уявра Смирнова Л.И, Скворцова С.А. тата Ярапайкасси ялĕнчи Максимова Н.И. ĕçĕсенчен хатĕрленĕ выставкăна ачасем хаваспах пахаларĕç, вĕсен маттурлăхĕнчен тĕлĕнчĕç, хăнасене кăсăклă ыйтусем пачĕç. 5 класс ачисем хăнасене технологи урокне килсе мастер-класс пама ыйтрĕç, тепĕр урока Лариса Ильинична хаваспах килме кăмăл турĕ, ачасене бисертан чечек пуххи тума вĕрентме пулчĕ. Тĕл пулăва технологи предметне вĕрентекен Силова С.А. тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Димитриева А.Г. йĕркелерĕç, 7 класри Ангелина Жукова тата Виктория Лоцманова уява чăвашла ертсе пычĕç. Светлана Александровна выставкăпа паллашнă май ачасене тĕрĕ техникине ăнлантарса пычĕ, технологи предметĕнчи «алмазная вышивка» ăнлава уçăмлатрĕ.

Алевтина Геннадьевна шкул администрацийĕ ячĕпе кăмăллă ал ăстисене тĕл пулăва хапăл тусах хутшăннăшăн тав турĕ,  çак уяв шкул ачисене илеме курма-туйма, ал ĕçĕ патне туртăнма, пултарулăха аталантарма май панине, ăнтăлу кÿнине палăртрĕ. «Ĕç çынна илем кӳрет, кахал пулни ӳкерет», - тенĕ ваттисем. Çавăнпа та халăхра ĕçчен çынсем чыслăхра. Чăваш ĕçченлĕхĕнчен вара пĕтĕм тĕнче тĕлĕнет. Ĕç пĕлтерĕшĕ, унăн хисепĕ нихăçан та тĕнчере çухалмасть. Ĕçлекен çын пурнăçра нихăçан та аптрамасть. Эппин ĕмĕр уттинче, кунсен-çулсен чуппинче ĕçе савма вĕренер, чун суйланă ĕç чысне çӳлтен çӳлелле çĕклер! Ал-ура сывă пултăр! Юратнă ĕç савăнăç кÿтĕр!

 

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика