Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Трактористсем хирте

09:22 25 апреля 2016 г.

 

Çĕр ĕçченĕ кашни уяр кунпа туллин усă курассишĕн тăрăшать. Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă тракторсем иртнĕ кунсенче хире тухма пуçларĕç.

Кăçалхи çур акири ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем умри ĕçсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама паян минераллă удобренипе вăрлăх туянассипе, ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессипе ĕçлеççĕ.

Пĕрлехи тăрăшулăхпа юлашки кунсенче районти хуçалăхсем 258,8 тонна элитăллă ака вăрлăхĕ туяннă. Унăн пысăк пайне - 130 тонна - "Путь Ильича" агрофирма кÿрсе килнĕ.

Районти хуçалăхсем кĕске хушăрах 1645 гектар кĕрхи культурăсене минераллă удобренипе апатлантарса хăварчĕç. Ытларах пайне "Белагроспецмаш" пулăшнипе пурнăçланă пулсан, "Герой" хуçалăх уй-хире хăйĕн техникине кăларчĕ. Валерий Васильевпа Илья Димитриев хăйсене çирĕплетсе панă кустăрмаллă тракторсемпе 175 гектар çинчи кĕрхи культурăсене апатлантарса хăварчĕç.

Хуçалăхра тулли хăватпа ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлесси - уй-хир ĕçченĕн тĕллевĕ.

А. БЕЛОВ.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика