Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Моргаушского района И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем чувашского языка

14:35 23 апреля 2016 г.

 

 

 

Хисеплĕ Муркаш районĕн çыннисем!

 

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Пирĕн республикăра чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхи кунне уявлани тăван чĕлхене юратас, хисеплес тата упраса хăварас тивĕçе аса илтерет.

Чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре пирĕн паллă ентешсем пысăк тÿпе хывнă.  Кунта пирĕн районта çуралса ÿснĕ  чăвашсен пĕрремĕш писателĕсенчен пĕрне, историка, этнографа С.М. Михайлов-Яндуша асăнса хăвармалла.

Чăвашсен пĕрремĕш хаçатне кăларма пуçланă Н.В. Никольский те чăвашсен культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине сыхласа хăварас, малалла  аталантарас тесе пĕтĕм вăйне парса ĕçленĕ.

Паянхи ăру çыннисен çамрăксене тăван чĕлхепе туслă пулма, ăна юратма вĕрентмелле. Çепĕç чăваш чĕлхи малалла аталансах пытăр, татах та çÿллĕ шая çĕклентĕр.

Малашлăхра пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ   И.В. Николаев

Район администрацийĕн пуçлăхĕ     Р.Н. Тимофеев

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика