15:24 22 апреля 2016 г.
Апрелĕн 21-мĕшĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă турăмăр. Пирĕнтен кашнинех пырса тивекен пĕлтерĕшлĕ уяв. Уява республика шайĕнче çав кун савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕнче ирттернĕ уяв мероприятине пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ. Пухăннисене Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ыттисем саламларĕç.
Муркашсем уявра
Ĕнер вара Вырăнти хăй тытăмлăх кунне уявлама депутатсен район Пухăвĕн депутачĕсем, депутатсен ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял тăрăх администрацийĕсен специалисчĕсем, район администрацийĕн ĕçченĕсем, ял старостисем, общество организацийĕсен представителĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ветеранĕсем пухăнчĕç. Уява Муркашсемпе пĕрле паллă тума Шупашкар хулин пуçлăхĕ, Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Леонид Черкесов тата ытти хăнасем те килсе çитрĕç.
Район администрацийĕн ларусен залĕнче ирттернĕ уяв мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ, пухăннисене уявпа саламларĕ, кулленхи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Салам сăмахĕсене çавăн пекех район пуçлăхĕ Игорь Николаев та каларĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, апла пулсан куллен халăхпа ĕçлесси чыслипе пĕрлех яваплă пулнине палăртрĕ.
Пухăннисене уявпа çавăн пекех Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Леонид Черкесов, республика Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ванеркин тата ыттисем саламларĕç.
Уяв кунĕнче те - кулленхи ыйтусем
Уяв мероприятийĕнче те паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки калаçмасăр пулмарĕ. Ку тĕслĕх хăех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшĕпе вырăнне лайăх çирĕплетет.
Савăнăçлă мероприятире район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин ялсене тирпей-илем кĕртесси, территорисене тасатса тирпейлесси пирки, районти патшалăх пушар надзор уйрăмĕн аслă инспекторĕ Олег Баскаков çуркуннехи-çуллахи тапхăрта ялсенче пушар тухасран асăрхаттарасси пирки тухса калаçрĕç.
Килĕшĕве алă пусрĕç
Леонид Черкесов Муркашра пулнипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ саманта та асăнса хăвармалла. Çав кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов Муркаш районĕпе Шупашкар хули пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пусрĕç. Икĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕ хушшинчи ĕçлĕ те туслă çыхăнусем малашне экономика, социаллă пурнăç енĕпе, культура, вĕренÿ тата спорт сферисенче анлăланса пымалла.
Пултаруллисене чысларĕç
Епле уяв-ха тата вăл ĕçре палăрса тăракансене, хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарса пыракансене саламламасăр-чысламасăр; Кун пеккисем пирĕн хушăра сахал мар. Ырă ята тивĕçнисене Леонид Черкесов Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн грамотисене, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн Тав çырăвĕсене парса хавхалантарчĕ. Çапла вара республика муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн грамотисене Йÿçкасси ял тăрăх администрацийĕн тĕп эксперт специалисчĕ Татьяна Петрова, Шетмĕпуç ял тăрăх администрацийĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Галина Яковлева, район администрацийĕн централизациленĕ бухгалтерийĕн тĕп бухгалтерĕ Алина Бояринова, депутатсен Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ Владимир Варюхин, депутатсен Муркаш ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ Валериан Ермолаев тивĕçрĕç.
«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн Тав çырăвĕсене парса чысланисем - Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров, Ярапайкасси шкулĕн директорĕ Александра Скворцова, депутатсен Муркаш ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ Нина Киселева.
Район администрацийĕн Хисеп грамотине район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Лина Игнатьева, район администрацийĕн Тав çырăвĕсене депутатсен Уйкас ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ Дина Васильева, депутатсен Катькас ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ Вера Николаева тата депутатсен Хорнуй ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ Петр Хмелев илчĕç.
Ялсен аталанăвĕ - тимлĕхре
Леонид Черкесов çав кун хăйĕн коллегисемпе - районти тĕп больницăн ĕçченĕсемпе тĕл пулмасăр пултараймарĕ. Сăмах май, Леонид Ильич медицина аслă пĕлĕвне илнĕ, хирург, Шупашкар хулин пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăниччен чылай вăхăт Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хула больницисен тĕп врачĕ пулса ĕçленĕ.
Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2013 - 2015 çулсенче пирĕн районти Катькас ял тăрăхĕнчи Шомик, Хорнуй ял тăрăхĕнчи Шаптак, Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Шуркасси ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайрĕç. Кăçал вара кун пек ФАП Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Сыпай ялĕнче уçăлмалла.
Леонид Черкесов тĕл пулура медицина ĕçченĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ, нумаях пулмасть Саратов хулинче иртнĕ «Хальхи Раççей ялĕ» форума хутшăнни пирки каласа пачĕ. Унта «Ялсен социаллă аталанăвĕ: пурнăçăн çĕнĕ пахалăхĕ» дискусси площадкин шайĕнче ялсенче пахалăхлă пĕлÿ тата медицина пулăшăвĕ илессипе, ялсен культура тата социаллă лару-тăрăвне аталантарассипе, çавăн пекех ял çыннисене социаллă пулăшупа тивĕçтерессин системине çĕнетсе улăштарассипе çыхăннă ыйтусене анлăн тишкернĕ. Леонид Ильич палăртнă тăрăх, «Единая Россия» парти енчен ял тăрăхĕсене аталантарма малашне те пулăшу пулĕ. Уйрăмах çакă çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем уçассипе, больницăсене модернизацилессипе тата фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассипе çыхăннă.
«Единая Рссия» партин ялти шкулсенче физкультурăпа спорта аталантарассипе йышăннă виçĕ çуллăх программипе килĕшÿллĕн 2014 çулта Ярапайкассипе Çатракасси, 2015 çулта Муркашпа Москакасси шкулĕсенчи спортзалсене тĕпрен юсама май килнĕ. Кăçал кун пек капиталлă юсав ĕçĕсене Мăн Сĕнтĕрпе Калайкасси шкулĕсенче туса ирттерме палăртнă.
Больница коллективĕнче иртнĕ тĕл пулура та салам сăмахĕсемсĕр пулмарĕ. Леонид Черкесов савăнăçлă лару-тăрура тĕп больницăн поликлиникин заведующине Галина Федотовăна тата участок терапевт врачне Вера Григорьевăна Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн грамотисене пачĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии