11:56 20 апреля 2016 г.
Çуркуннехи чи малтан тумалли ĕçсенчен пĕри вĕлле тĕпне тасатасси е улăштарасси шутланать. Çакна кăнтăрлахи ăшă кунра хальтерех тума тăрăшмалла. Вĕллене иккĕн çĕклесе илмелле, хупăлчи çине лартмалла та тĕпне улăштармалла е тасатмалла. Ăна малтан лампăпа çунтарса илмелле. Тĕпне çапса лартнă вĕллери çÿп-çапа тасатнă чухне йăваран темиçе рама ешчĕке кăларса лартмалла. Тасатсан каялла лартса памалла. Тăрăхла вĕллере малтан пĕр енчи, кайран тепĕр енчи тĕпне тирпейлемелле. Йăвана аркатмалла мар. Çав вăхăтрах çемье вăйне, вĕллере апат мĕн чухлĕ пуррине, хуртсем миçе рама çинче ларнине тата ама мĕнле ĕçленине тĕрĕслемелле. Çак ĕçсене утарçă журналĕ çине çырса хумалла.
Кашни утарçă хăй мĕнле хăнăхнипе ĕçлеме тăрăшать. Теприсем вĕлле тĕпне улăштармаççĕ, çемьене урăх вĕллене куçараççĕ. Саппасри вĕллене те малтан лампăпа вĕрилентерсе илмелле. Çапла майпа чир-чĕр тата кăпшанкă çăмартисене пĕтермелле. Хуртсем 9 е ытларах рама çинче лараççĕ пулсан, çемье вăйлă шутланать, улттăран каярахри начар çемье шутне кĕрет. Начар çемьене вăраха ямасăр вăй илтерме тăрăшмалла. Тăрăхла вĕллене варринчен пÿлмелле те вăйлă е вăтам çемьепе юнашар ямалла. Кун пек чухне вĕсем хăвăртрах аталанаççĕ.
Тепĕр чухне тĕрлĕ сăлтава пула ама хĕл каçаймасан та пултарать. Вăйлă тата вăтам çемьесене саппас ама лартса памалла. Саппас амана нуклеусра хĕл каçарма пулать.
Хĕллехи вăхăтра хурт-хăмăр уйăхра пĕрер килограмм чухлĕ пыл çиет. Ака, çу уйăхĕсенче вара вĕсем пилĕкшер килограмм апат пĕтереççĕ. Çуркуннехи вăхăтра ама çăмарта нумай сапать. Пĕр рама çинчи çăвăра çитĕнтерме пĕр рама пыл кирлĕ иккен. Е пĕр пыл хурчĕ çитĕнсе çитме пĕр карас куçĕнчи пыла çисе ярать. Çуркунне çемьене йĕркеллĕ аталанса пыма 12 - 15 килограмм пыл тата икĕ рама хурт çăкăрĕ кирлĕ. Апла пулсан вĕсене çак вăхăтра апатлантарма тăрăшмалла.
Çурхи тата çуллахи вăхăтра пыл хурчĕсем пичкери шыв патне, пĕве хĕррине вĕçнине курма пулать. Вĕсене те шыв кирлĕ. Пыл хурчĕ шывпа хăйĕн çăкăрне ирĕлтерет те çăвăра апатлантарать. Çавăнпа та утарта хурт-хăмăр валли ятарлă ĕçмелли вырăн туса памалла.
Ăшă çанталăкра каçхине ăвăс кĕвисем вĕçме пуçлаççĕ. Вĕсем йăвара хĕл каçнă личинкăсенчен тухаççĕ. Çак сăтăрçă уйрăмах вăйсăр çемьене тапăнать, тĕппипе пĕтерме те пултарать, рамăсене те шăтарса юрăхсăра кăларать. Вĕллене пăхнă чухне вĕсем пуррипе çуккине лайăх тĕрĕслесе тăмалла. Личинкисене те, лĕпĕшĕсене те вĕлермелле. Вĕллесенчи минтерсем нÿрелнĕ пулсан вĕсене улăштармалла. Хурт-хăмăр таврашĕнчи кирек епле ĕçе те вăхăтра тума тăрăшмалла.
И. Ильин,
хурт-хăмăр ăсти.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии