Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ют пурлăх ан илĕрттĕр

11:51 20 апреля 2016 г.

 

Ултавпа вăрă çулĕ - шуçлак çул, çавăнпа вăл никама та инçе илсе каймĕ. Çакна район прокуратуринчи уголовлă ĕçсем те çирĕплетеççĕ. Шел пулин те, район территорийĕнче преступлени йышĕ ÿсни палăрать. Тĕплĕнрех тишкерес пулсан вăрланипе пулнă преступлени шайĕ те пĕчĕк марри курăнать. Çак йĕркесĕрлĕх тавра калаçма район прокурорĕн çумĕ Юрий Семенов кăмăл турĕ:

- Ку преступлени ют пурлăха хапсăннипе çыхăннă. Асăннă преступленишĕн явап тытасси Раççей Федерацийĕн 158 статйинчи йĕркепе килĕшсе тăрать. Вăл тĕрлĕрен пулма пултарать, 2 - 10 çуллăх ирĕкрен хăтармалли ответлăх та пур. Мĕн хĕтĕртет-ха çынна ют пурлăха вăрлама; Кулленхи ĕçрен çакă курăнать. Чылай чухне преступление ÿсĕр çын тăвать, вăл ответлăх пирки шухăшламасть. Вăрланă япалапа ытларах чухне услам тума тăрăшаççĕ. Дача çурчĕ çине куç хывакан та сахал мар. Пĕр факт илсе кăтартам. Судпа пĕрре кăна мар айăпланнă Г. гражданин тĕрĕс çул çине тăма васкаман-ха. Пĕррехинче икĕ пĕлĕш тĕл пулнă. Вĕсем район территорийĕнчи "Автомобилист" сад юлташлăхĕнчи пĕр дача çуртĕнчен ют пурлăх вăрлама каварлашнă. 140 килограмм таякан тимĕр илсе тухнă, ăна сутса тунă укçана пĕрле пайланă. Черетлĕ "сунара" вара тепĕр юлташлăха кайнă. Кунти дача çуртĕнчен чукун плитасем вăрласа тухнă. Вĕсем саккун умĕнче çирĕп ответ тытнă.

Хваттерти, çурт-йĕрти пурлăха ют çын алли çаклатса ан кайтăр тесен, паллах, тимлĕ пулни кирлĕ. Тепĕр чухне самантлăх хунă япала та «ураланма» пултарать. Алăксем çирĕп тата шанчăклă пулмалла. Вĕсем çинче тĕрлĕ конструкциллĕ çăра кирлĕ. Енчен те умра тамбур пулсан унта та алăк лартма тăрăшмалла. Балконсене, дачă çурчĕн тата çăмăллăнах кĕме май пур ытти çуртăн кантăкĕсене тимĕр решетке лартсан шанчăклă. Ачасене хăйсене тытмалли йĕркене вĕрентмелле, уйрăмах аслисем аякра пулнă чухне. Социаллă çыхăнура хăвăр отпуска е ытти çĕре кайни пирки пĕлтерсе ан çырăр, унсăрăн ку пĕлтерÿпе ют пурлăха хапсăнакан усă курма пултарĕ. Паллах, кун пек сĕнÿсене малалла та тăсма май пур, чи пĕлтерĕшли кунта çын кирек епле самантра та тимлĕхе туйма пĕлни кирлĕ.

- Ултавлă ĕç сĕнекенсенчен аякра пулмалли пирки те тăтăшах пĕлтереççĕ. Эпир вара çав-çавах çынна шанассине пăрахăçлама вĕренеймен-ха, çавна май шар куратпăр та.

- Чăнах та кун пек факт та район территорийĕнче сахал мар тĕл пулать. Ултавлă ĕç (мошенничество) туни те ют пурлăха хапсăннипе çыхăннă. Вĕсем çыннăн шанăçне кĕреççĕ те ултавлă ĕç тăваççĕ. Шанаканни вара ултавçа хăй аллипех пурлăх тыттарать е ăна илме май туса парать. Чылай чухне ултавçă хăй ĕç вырăнĕнче пулнине тата вăл пахалăхлă пулăшу сĕнме хатĕррине ĕнентернипе шанăçа кĕрет.

Çÿлерех асăннипе çыхăннă пĕр факт илсе кăтартам. 1989 çулта республика тулашĕнче çуралса ÿснĕ çын район территорийĕнчи пĕр лавккара видеосăнав лартма хатĕрленнине пĕлнĕ. Çавна май лавкка ертÿçин телефон номерне хăй пĕлĕшĕ урлă тупнипе ун патне килнĕ. Акă шыранă çын алăк умнех килнĕ темелле. Ертÿçĕ пÿлĕмне кĕнĕ арçын вĕсен ыйтăвне тивĕçтерме хатĕррине палăртса тĕрлĕ информаци сĕннĕ. Паллах, кун пек чухне ĕçшĕн тÿлени мала тухать. Ертÿçĕ ăна 24 пин тенкĕ укçа кăларса тыттарнă. Ку укçапа оборудовани туянмалла ĕнтĕ. Çак Н. гражданин хăй ятне çÿлте тытма тата малашне те шанăçра пулма тăрăшнă майăн алăпа расписка çырса панă. Паллах, ку документ шутне кĕмест, шурă хута варалани кăна. Анчах та вăхăт иртсен арçын çак ĕç пирки маннă ĕнтĕ. Вăл каланă тăрăх, ăна çакăн йышши ĕçпех Мускава чĕннĕ иккен. Укçана тăкакланăран Муркашри объект ыйтăвне тивĕçтерме май килмен. Каярах вара вăл телефон çыхăнăвне те кĕме пăрахнă.

Çакăн пек пăтăрмаха лекес мар тесен кирек кампа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Вăл е ку услугăпа усă курас пулсан палламан тата пĕлмен çынпа çыхланмалла мар. Ĕçлĕ хутшăнăва документпа çирĕплетме пулать, анчах та унăн тĕрĕслĕхне чи малтан шута илмелле. Енчен те преступниксем вăл е ку çынна сиен кÿнине пĕлсен, пĕр тăхтаса тăмасăр шалти ĕçсен пайне шăнкăравлăр. Çавна май преступление çийĕнчех уçма май пур.

Р. Илларионова калаçнă.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика