11:35 20 апреля 2016 г.
Ыран эпир Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă тăватпăр. Уяв кунĕ умĕн Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Станислав Бардасовпа тĕл пултăм. Ăнсăртран мар. Станислав Вячеславович ку лава кÿлĕннĕренпе, ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăннăранпа, пĕр уйăх кăна. Çавăнпа та вырăнти ертÿçĕ хăйĕн çĕнĕ тивĕçĕ, малашлăх задачисемпе тĕллевĕсем пирки мĕн шухăшлани пирки ыйтса пĕлме интереслĕ пулчĕ:
- Эпĕ - ял çынни, ялтах çуралса ÿснĕ, ялтах пурăнатăп. Çавăнпа та ял çыннин, çĕр çинче ĕçлесе пурăнаканăн кулленхи ыйтăвĕсем, проблемисем маншăн ют мар. Çитменнине çак таранччен Мулкачкассинче пурăннă. Ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансене лайăх паллатăп, пĕлетĕп. Малашне вĕсемпе килĕштерсе ĕçлесе хамăрăн пĕрлехи ыйтусене ерипен татса пама май килĕ тесе шухăшлатăп. Паллă ĕнтĕ, пурте пĕр харăс пулмасть.
Сăмах май, Станислав Бардасов 1991 çулта çуралнă, 2016 çулччен Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкасси ялĕнче пурăннă. Оринин шкулĕнчен 2008 çулта вĕренсе тухнă. 2008 - 2015 çулсенче Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕреннĕ, 2010 - 2011 çулсенче Раççей çарĕнче службăра пулнă. 2012 çулта Перекет банкĕнче промоутерта, 2013 çулта Муркашри сĕт заводĕнче суту-илÿ представителĕнче ĕçленĕ. 2016 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче ăна Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма суйланă.
Чи малтанах çурхи уй-хир ĕçĕсем çинче чарăнса тăнă пулăттăм. Пирĕн территорире "Оринино" тата "Восток" ял хуçалăх производство кооперативĕсем вырнаçнă. Ака-суха ĕçĕсене тĕплĕ хатĕрленсе çитсе тивĕçлĕ шайра ирттерессипе çыхăннă ыйтусене ял тăрăхĕ те кун йĕркинчен кăларма шухăшламасть.
Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем шутĕнчех çулсен ыйтăвне хускатма тивет. Ку енĕпе ырă улшăнусем палăраççĕ. Акă иртнĕ çулах республика программипе килĕшÿллĕн Оринин ялĕнчи Южная урамра 450 метр тăршшĕ çула вак чул сарса хытарма тытăннă. Кăçал ку ĕç вĕçленмелле.
Пирĕн территорири пысăк строительство ĕçĕсем шутĕнче вара - пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли ВСМ-2 магистрале тума тытăнасси, "Сеспель" предприятин танк-контейнерсем туса кăларакан производство корпусне çĕклеме пуçăнасси. Çаксем пĕтĕмпех çынсем валли хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе çыхăннă. Кунта тÿрех каласа хăварас пулать, паянхи куна илес пулсан вара хамăр патрах тивĕçлĕ ĕç укçи ĕçлесе илме май çуккипе çамрăксенчен чылайăшĕ тĕрлĕ региона ĕçлеме кайса çÿрет. Çавăнпа та вырăнтах ĕç вырăнĕсем пулнин пĕлтерĕшĕ пысăк.
Республика шайĕнче те, район шайĕнче те халĕ усă курмасăр пушă выртакан çĕр участокĕсене регистрацилесе пусă çаврăнăшне кĕртесси, хуçасăр объектсене муниципалитет харпăрлăхне регистрацилесси, çĕр хутшăнăвĕсене саккун шайĕнче йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн те ĕçлемелли çук мар-ха. Ял тăрăхĕн территорийĕнче усă курмасăр выртакан çĕр участокĕсем çук пулин те, ытти енпе тимлемелли пур.
Акă ял хуçалăх производство кооперативĕсем çак вăхăта 1918 гектар çĕр лаптăкĕпе усă кураççĕ пулсан, ытларах пайĕ тĕлĕшпе харпăрлăх правине çирĕплетмен. Ку вара чи малтанах ял тăрăхĕн бюджечĕн тупăш пайне пуянлатассипе çыхăннă.
Шыв уçламалли 4 башньăна ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарнă. Тепĕр 10 башньăна, Пăсăрманпа Çĕньял Оринин ялĕсенчи электропередача линийĕсене, 6 автомобиль çулне те кая хăвармасăр харпăрлăха çирĕплетес пулать. Уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи пурлăх объекчĕсен харпăрлăх правине те регистрацилесе пĕтермелле. Кун пеккисем хальлĕхе 68 юлнă.
Ял тăрăхĕнче пай çĕрĕсем пĕтĕмпе 986, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1787 гектар. Вăл шутран 304 пай çĕрĕ (550 гектар) граждансен, 434 пай çĕрĕ (785 гектар) ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнче. 387,9 гектар йышăнакан 207 пай çĕрне хатĕрлесе çитерсе кадастр учетне тăратнă. Çак ĕçе кăçал вĕçне çитерес пулать.
Иртнĕ çул территорире пурăнакан кашни çын пуçне хамăр тупăш илессипе аван ĕçленине палăртма кăмăллă. Çак кăтарту 1334,4 тенкĕпе танлашнă. Ку вăл планпа пăхнинчен 26,6 процент, районăн вăтам кăтартăвĕнчен 49,4 процент пысăкрах.
Кунпа пĕрлех паянах тумалли ĕçсем пирки те манмалла мар. Акă юр кайса пĕтнĕ май хĕлĕпе пухăнса пынă пĕтĕм çÿп-çап, тасамарлăх çиеле тухрĕ. Çавăнпа та ял çыннисене, шкул ачисене явăçтарса паян-ыранах субботниксем йĕркелеме палăртатпăр. Урамсене, обществăлла вырăнсене, уйрăмах çул хĕррисене тирпейлесе йĕркене кĕртес пулать. Кунпа пĕрлех ял çыннисен хуçалăхĕсенчи йăла каяшне те пухса полигона ăсатмалла пулать.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Ку мероприятие те тивĕçлĕ шайра ирттермелле, ватă çынсене, ветерансене никама та тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Унччен вара палăксене йĕркене кĕртсе çитермелле, ăçта юсамаллине юсас пулать, сăрламаллине сăрламалла. Йĕри-тавра та тирпейлесе хăт кĕртмелле.
Çапла, ĕçĕ çителĕклипех. Çурхи кунсенче уйрăмах та. Апла пулин те пурне те тума ĕлкĕрес пулать. Пĕрле вара эпир пур ыйтăва та татса пама пултаратпăрах.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии