Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем местного самоуправления

08:15 19 апреля 2016 г.

 

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕпе саламлатпăр!

Ку кун вăл муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен, муниципалитет служащийĕсен, депутатсемпе старостăсен уявĕ кăна мар. Ку вăл пурнăçра активлăхпа палăрса тăракан районти мĕнпур çынсен уявĕ.

Паян Муркаш районĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем районăн экономикăпа социаллă пурнăçне аталантарассишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ, районта пурăнакансен пысăк пĕлтерĕшлĕ те актуаллă ыйтăвĕсене татса параççĕ.

Муниципалитет служащийĕсен, депутатсен, старостăсен профессионализмĕ, компетентлăхĕ çынсен пурнăç шайне лайăхлатма, тăван района пурăнма, ĕçлеме тата канма хăтлăрах тума пулăшаççĕ.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнÿсем, мĕнпур пуçаруллă ĕçре ăнăçу, хамăрăн районăмăра вара тăнăçлăхпа аталану сунатпăр!

 

 

Район пуçлăхĕ И. Николаев

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика