Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Космос – çывăх та, инçе те…»

13:00 12 апреля 2016 г.

 

«Космос – çывăх та, инçе те…»
Вастрюков В.Ф.

Кăçал этем космоса çĕкленнĕренпе 55 çул çитет. Чăваш ен хăйех виçĕ космонавт  çитĕнтерме пултарнă: А. Николаев, М. Манаров, Н. Бударин. Космоса пĕлес, тĕпчес ĕçе космонавтсем çеç мар, инженерсем, конструкторсем, рабочисем - Чăваш енĕн нумай нумай мухтавлă, чыслă ывăлĕсем хутшăннă.  Сăмахăм Шашкар ялĕнче çуралса ÿснĕ, пирĕн ентеш, РФ космос техникине тăвакан тава тивĕçлĕ конструкторĕ -  Варсонофий Федорович Вастрюков  çинчен.   Варсонофий Федорович 50 çул ытла Томск хулинчи  «ПОЛЮС» наукăпа производство центрĕнче малтан конструктор, кайран конструкторсен бюровĕн ертÿçинче вăй хурать.    

Вастрюков Варсонофий Федорович 1939 çулта юпа уйĕхĕн 1мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сĕнтĕр районĕнчи (хальхи Муркаш) Шашкар ялĕнче çуралнă.  Ашшĕ, Федор Григорьевич, 1941 çулта хаяр вăрçа тухса кайнă, фашистсемпе   çапăçса пуçне хунă.

Амăшĕ, Федосия Игнатьевна, икĕ ачине - Федорпа Валентинăна пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ.

1946 çулта Варсонофий ялти пуçламăш шкула вĕренме каять. Унта 4 класс вĕренсен, 1950 мĕш çулта юнашар ялти,  Вăрманкассинчи 7 класс вĕренмелли шкула çÿреме пуçлать. Çакăнта вĕреннĕ чухнех вăл малалли çинчен шутланă, пур япалапа та кăсăкланнă, питĕ тăрăшса вĕреннĕ, хăйне хушнă ĕçсене тăрăшса пурнăçланă. Шкулта дружина совечĕн председателĕ пулнă.

1953 мĕш çулта Мăн Сĕнтĕрти шкулта вĕренме пуçланă. В ĕренекенсем нумай пулнă, çавăнпа икĕ сменăпа вĕрентнĕ.  Нимле çанталăка пăхмасăрах 8 км ир те каç вĕренме çÿренĕ. Хастарлăхне, пултарулăхне кура унта та ăна вĕренекенсен коллективĕн председателĕ пулма шанаççĕ. Çак шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе, 1956 мĕш çулта вăл Шупашкарти электромеханика техникумĕнче вĕренме пуçлать. 1959 çулта техникума вăл питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерет, мухтав хутне тивĕçет. Ăна ĕçлеме Томск хулинчи  НИИ (наукăпа тĕпчев институчĕ) филиалне (п/я  83) яраççĕ. Ĕçе вăл Ю.Гагарин космоса вĕçмелли малтанхи аппаратурăна ĕçлеттерсе тĕрĕслекенрен пуçлать.   Унта вăл нумай çул ĕçлесе, техникран   пуçласа космос техникине тăвакан  конструктора çитет. 1988 çулта ăна «ПОЛЮС» наукăпа производство центрĕнче конструкторсен бюровĕн ертÿçине лартаççĕ. Унта РКК «Энергия–Буран», КА «Алмаз», «Венера», «Астрон», «Луноход-1», КА «Глонасс» т.ыт. те аппаратурăсене тунă çĕрте нумай вăй хурать. Унăн пĕтĕм ĕç стажĕ 53 çултан та иртет.

Космонавтика ĕçĕнче питĕ пысăк ĕçсем тунăшăн РФ патшалăхĕ   Варсонофий Федоровичăн ĕçне пысăк хак панă. Вăл РФ хисеплĕ конструкторĕ, Тава тивĕçлĕ космос техникине тăвакан. Çавăн пекех ăна «Хастар ĕçшĕн» медальпе, «Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав» орденĕпе, С.П.Королев яч.хис. медальпе, «Ĕç ветеранĕ» медальпе, «Октябрь революцийĕ» орденпа, М.К.Янгель яч.хис. медальпе, «Томск хули – 400 çул» медальпе, В.И.Кузнецов яч.хис. медальпе наградăланă.

Çавăн пекех пирĕн тепĕр ентеш те - Таймаскин Иван Павлович, авиаципе космонавтикăра паллă йĕр хăварнă. Иван Павлович Таймаскин 1934 мĕш çулта авăн уйăхĕн 16 мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сĕнтĕр районĕнчи Шашкар ялĕнче çуралнă.  Вăл та Вăрманкассинчи 7 класс вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. Малалла вĕренес ĕмĕт пысăк пулнă, кайран Мăн Сĕнтĕрти шкулта вĕреннĕ. Ку шкулта вĕренÿ тÿлевлĕ пулнă.  Çак шкула вăл 1953 мĕш çулта вĕренсе пĕтерсен, военкомат янипе ЧВАУ Чкаловскри авиаципе çар училищине (халĕ Оренбург) вĕренме кĕреть. Çак училищĕне пĕтерсен ăна Калининград хулине яраççĕ, Унта ăна çар истребителĕсемпе вĕçме тÿр килеть. Кайран  - Мускаври Жуковский ячĕллĕ çарпа сывлăш инженерĕсен академийĕ, ăна 1965 мĕш çулта вĕренсе пĕтереть. Кунта вăл Ю.Гагарин, Г. Титов, А.Николаев, В.Терешкова тата ытти пулас космонавтсемпе пĕрле вĕреннĕ, вĕсемпе тачă хутшăннă. Жуковский ячĕллĕ çар академийĕне пĕтерсен, вăл малти ертсе пыракан наукăпа ăслăлăх тĕпчев институтĕнче нумай çул хушши ĕçленĕ. Унта вăл яваплă участок ертÿçи пулнă, службăра тăрса авиаци полковникĕ таран çитнĕ. Вăл хăйĕн ĕçне лайăх  пĕлекен специалист пулнă, авиаципе космонавтикăшăн нумай - нумай усăллĕ ĕç тунă. Авиаципе космонавтика ĕçĕнче нумай пысăк ĕçсем тунăшăн вăл патшалăх наградисене, тав хучĕсене тивĕçнĕ.

Эпир пирĕн тăрăхра çакăн пек пултаруллă çынсем ÿссе çитĕннишĕн савăнатпăр, вĕсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр.

 

                                                                                                             Г. Корнеева

 

 

Ильинское сельское поселение Моргаушского района

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика