Ĕç çыннин çулталăкĕнче Тури чăвашсен музейĕнче интереслĕ те анлă проект пурнăçланать: культура пайĕн пуçарăвĕпе кунта «Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт» ятпа ăстаçăсен фестиваль-конкурсĕ иртет. Унпа килĕшÿллĕн çулталăк тăршшĕпе кашни ял тăрăхĕ кунта ал ĕçĕсен куравне йĕркелет.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче музей залĕнче Уйкас-Янасал тăрăхĕнчи ăстаçăсен куравĕ уçăлчĕ. Курава халăх йышлăн пухăнчĕ. Пухăннă çынсене Ваçкасси ялĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ çăкăр-тăварпа тата сăрапа кĕтсе илчĕ, курава илемлĕ ташă-юрăпа пуçларĕ.
Тури чăвашсен музейне пухăннă хăнасем хушшинче чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементерпе Улькка Эльменĕ прозаик пулни çак курава татах та ытларах илем кÿрчĕ. Юрий Сементер ăстаçăсен ĕçĕсене пысăка хурса хакларĕ, Муркаш районĕ вĕсемпе пуяннине палăртрĕ, çав хушăрах пирĕн районтан çитес çулсенче çамрăк поэтсем тухасса шанас килнине пĕлтерчĕ, Иванов Димăпа Кириллова Шурăна вĕренÿре çитĕнÿсем сунса автограф çырса пачĕ. Музей ĕçченĕсене те ырă сунса асăнмалăх çак йĕркесене парнелерĕ: «Музей ĕçченĕсем! Ĕçĕр-хĕлĕр çунатлă, çунатлă та мухтавлă, ыр çынсемшĕн куравлă. Таймапуç. Тавтапуç».
Уйкас-Янасал тăрăхĕнчи ăстаçăсен ĕçĕсемпе апрелĕн 15-мĕшĕчченех паллашма май пур, хыççăн эстафетăна Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ йышăнать. Унти ăстаçăсен пултарулăхĕпе те малалли икĕ эрнере паллашма пулĕ. Çапла вара ноябрь уйăхĕчченех курав улшăнса тăрĕ.
«Пултаруллăх: традицисем тата хальхи вăхăт» фестиваль-конкурс ачасемшĕн те, ватă çулсенчи çынсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртас килет. Лайăххине нихăçан та пăрахăçлама кирлĕ мар, мĕншĕн тесен, ĕлĕкхи ырă йăлара, пултарулăхра, сăвă-юрăсенче халăхăн тахçантанпах пуçтарăнса пынă пысăк ăс-хакăл мулĕ. Вăл пирĕн хыççăн та çитес ăрусем валли упранса юлмалла.
Пурне те тури чăвашсен музейне çитсе курма сĕнетпĕр.
Моргаушский район Чувашской Республики