Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кайăк кунĕнче «Чарусăр çерçисем» вулакансене хăй тавра пухрĕ

14:42 04 апреля 2016 г.

 

Ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче Раиса Вороьбевăн «Чарусăр çерçисем. Шумные воробушки» кĕнеки Шупашкарти 106 ача садĕнчи тата пĕрремĕш пуçламăш, 49 шкулсенче вĕренекенсене хăй тавра пуçтарчĕ. Ку кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Кĕнекери тĕп сăнарсем – пирĕн юратнă чĕр чунсем, кайăксем тата ачасем.

Раиса Воробьева ачасене хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Вăл Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ. «Эпĕ сирĕн пек ача пулнă чухне пирĕн, шкул çулне çитмен шăпăрлансен, кĕсье телефонĕсем те, компьютер та пулман. Пушă вăхăта эпир урамра выляса ирттернĕ, - каласа пачĕ вăл кĕскен. - Çут çанталăк илемне, тавралăх пуянлăхне ачаранах курса ÿснĕ. Çакă мана пĕчĕклех сăвăсемпе калавсем çырма хавхалантарнă. Тата ку ĕçре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн тÿпи те пысăк». Р.В. Воробьевăн сăввисемпе калавĕсем Чăваш Республикинче тухса тăракан «Тантăш», «Капкăн» хаçатсенче, «Тетте», «Самант» журналсенче пичетленнĕ.

«Чарусăр çерçисем» - çыравçăн ачасем валли çырнă иккĕмĕш кĕнеке. Вăл чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ. Вырăсла Л.П.Симонова куçарнă. Уявра автор ачасене кĕнекери хăш-пĕр сăввисемпе паллаштарчĕ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене ыйтрĕ. Ачасем те пушă алăпа килмен – вĕсем çыравçă кĕнекинчи кăмăла кайнă сăвва пăхмасăр каласа пачĕç.

Çак уяв ахальтен мар ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунĕнче, иртрĕ. Тĕп сăнарĕсем те чарусăр çерçисем-çке: «Йывăç çинче, пахчара, Çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Шав çĕкленĕ таврара: «Чĕрик! Чĕрик Чĕрик!» - теççĕ. Çунатлă туссене хисеп туса ачасем хаваспах кĕнекери тĕп сăнарсене ÿкерчĕç, çыравçăна тĕрлĕ ыйтусем пачĕç.

Презентацие Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ О.Л.Федорова та килме хапăл тунă. Вăл ача-пăча кĕнеки еплерех çурални пирки кĕскен те интереслĕ каласа пачĕ, ÿнерçĕ е çыравçă пулас тесен халех тăрăшмалли пирки астутарчĕ.

Ольга ВАСИЛЬЕВА.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика