Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хуçине награда 71 çултан тупрĕ

16:15 01 апреля 2016 г.

 

Шел, вилнĕ хыççăн 33 çул иртсен

Манăн атте Иван Васильевич Анисимов, 1919 çулта Сентимĕр ялĕнче çуралнăскер, Аслă Отечественнăй вăрçăра 176-мĕш стрелковăй дивизин 728-мĕш артиллери полкĕн оруди командирĕ пулса çапăçнă. Вăл вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен тытăнса 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕчченех фронтра пулнă. Тĕрĕссипе ăна Хĕрлĕ Çар ретне 1939 çулта илнĕ. Демобилизаци йĕркипе вара тăван яла Япони самурайĕсене тĕппипе çапса аркатнă хыççăн 1947 çулта кăна таврăннă. Сакăр çул хушши Тăван çĕршыв хÿтĕлевĕнче тăнă.

Вăрçă вĕçленнĕ май пĕрин хыççăн тепри чĕрĕ юлнă фронтовиксем килĕсене таврăннă. Манăн асаттепе асанне те, паллă ĕнтĕ, хăйсен пĕртен-пĕр ывăлĕ таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Анчах вăл таврăнман. Ялта пурăнакансем вăл фронтра пуç хунă тесе шухăшланă ĕнтĕ. Ашшĕпе амăшĕ тата йăмăкĕсем кăна вăл вилнине ĕненмен, кĕтме пăрахман. Çавăнпа та 1947 çулта вăл тăван киле сып-сывă, кăкăр тулли орден-медальсемпе таврăнни чăннипех те телей пулнă.

Вăрçă хыççăн атте «Заветы Ильича» колхоз председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă, нумай çул хушши хуçалăхри сысна фермин коллективне ертсе пынă, уй-хир бригадин бригадирĕнче тимленĕ.

Аттене колхоз правленийĕ служба велосипечĕ тата сунар пăшалĕ паратчĕ. 16 миллиметрлă пăшалпа çÿреме ачаранах атте мана та шанатчĕ. Ир-ирех тăрса пăшала çакаттăм та сывлăм пуснă курăк çийĕн çара уран часрах хире васкаттăм. Пăрçа пусси çинчи кураксене хăратмалла пулнă вĕт-ха. Пăшалпа пенипе манăн яланах сылтăм алă пÿрни юнтăхнăччĕ, сылтăм хулпуççи та вĕçĕм ырататчĕ. Анчах та ун пирки эпĕ никама та каласа паман. Пăшалпа çÿренĕ май эпĕ хама чăн-чăн салтак пек туйнă.

Кунсăр пуçне тата пирĕн килте тĕплĕ вырăнта пĕчĕк калибрлă винтовка та упранатчĕ. Кун пирки эпир аттепе иккĕн кăна пĕлеттĕмĕр. Пирĕн, арçынсен, вăрттăнлăхĕ пулнă ку. «Заветы Ильича» колхоз председателĕ, фронтовик, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Ефимович Ковалев ку винтовкăна манăн аттене кăна шанса паратчĕ. Çак пăшал чăх-чĕп фермине тапăнакан йытăсемпе тилĕсене пĕтерме кирлĕ пулнă. Ачалăхри манăн юлташăм Ванюк ку пăшалпа тилĕне ферма территорийĕнчех персе ÿкернĕччĕ. Тепĕр эрнерен вара вăл ферма çывăхĕнче кашкăра та персе вĕлерме пултарнăччĕ. Халĕ юлаташ таврари паллă сунарçă тата пулăç.

Велосипедпа эпĕ ачаллах ярăнма вĕрентĕм. Ун чухне хальхи пек ача-пăча велосипечĕ пулман. Эпĕ пысăккисен «Урал» велосипечĕпе ярăнаттăм. Педале вара рама хушшине тăрса çăмăллăнах çавăраттăм. Кÿршĕсен камăн та пулин васкаса кайса килмелли тупăнсан, час-часах пирĕн пата велосипед патне пыратчĕç.

Эпир çемьере çичĕ ача пулнă. Эпĕ вара - пĕртен-пĕр ывăл. Хамăн атте вăрçăра мĕнле çапăçни, фронтра мĕнле паттăрлăхсем туни мана яланах интереслентеретчĕ. Хăйĕн орденĕ-медалĕсене вăл пире тетте вырăнне выляма паратчĕ. Вăрçă кунĕсем пирки каласа пама кăмăлласах каймастчĕ. «Ачасен вăрçă курмалла ан пултăр, вăрçă пирки илтмелле ан пултăр», - тетчĕ вăл яланах. Хăш чухне майăн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, 100 грамм эрех сыпсан, минометран персе шурă финсен блиндажĕсемпе хăйĕн çине килекен нимĕç танкĕсене аркатни, нимĕç снайперне - йывăç çинче ларнă наводчика персе ÿкерни пирки аса илетчĕ.

Пĕр çапăçура нимĕçсен 60 автоматчикне тĕп туни пирки вара эпĕ РФ Оборона министерствин Тĕп архивĕнчи материалсемпе паллашнă хыççăн кăна пĕлтĕм. Вăл мухтанма юратман. Каласа пама чарăнсан вара яланах кĕсйинчен таса сăмса тутри кăларатчĕ те шывланнă куçне шăлатчĕ. Кайран мана хуткупăс тыттарса «Вырăс Сормовски» кĕввине калаттаратчĕ.

Аттен медальсем нумайччĕ: юбилей медалĕсем, «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн», «Паттăрлăхшăн», 3-мĕш степень Мухтав орденĕ. Фронтовиксем харпăр хăйĕн чапĕшĕн çунман, пурин те пĕр тĕллев - хаяр тăшмана часрах çапса аркатасси пулнă.

Халĕ Интернет пур. Оборона министерствин «Подвиг народа» сайтĕнче манăн тăвансем Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен докуменчĕсем хушшинче хăйсен ватă аслашшĕн ятне-шывне шыраса тупнă, Иван Васильевич Анисимова 5-мĕш çар чаçĕсен командующийĕн приказĕпе 1945 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче 2-мĕш степень Мухтав орденĕпе наградăланине пĕлнĕ.

Шел пулин те, манăн атте хăй пурăннă чухне ун пирки пĕлмен. Çар билетĕнче те ку награда пирки çырса хуни пулман. Вăл 1983 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче 63 çулта çĕрĕ кĕчĕ. Аттене Çеменкасси ялĕн çăви çине пытарнă.

Награда пирки эпĕ ЧăвашРеспубликин Çар комиссариатне ыйтупа тухрăм. Унтан РФ Оборона министерствин Тĕп архивне запрос ячĕç. Тивĕçтерекен хурава Тĕп архивран илме пултартăм. Хамăн çырупа пĕрле Тĕп архивран панă справкăна тата архив даннăйĕсене ярса паратăп. Унта Правительствăн виçĕ наградине çапăçури мĕнле паттăрлăхшăн пани пирки кĕскен ăнлантарса çырнисем пур.

Пурнăç çулĕ пире тĕрлĕ çĕре салатса пĕтерчĕ. Роза йăмăк кăна тăван килтен 10 километрта вырнаçнă кÿршĕллĕ Шуркасси ялне качча тухнă. Вăл Шурча шкулĕнче ĕçлет. Вăл та, ман пекех, анне çулĕпе кайрĕ. Анне, Екатерина Романовна Анисимова, пуçламăш классен учителĕ пулса 45 çул хушши Атапай шкулĕнче ĕçленĕ. Ачасене пĕлÿ, ăс-тăн парнелесси - пирĕн тивĕç.

Рита аппа нимĕçе качча тухнă, Германирен пурăнать. Эпĕ вара Мускавра пурăнатăп, Мускав хулин вĕренÿ департаменчĕн системинче тăрăшатăп.

Манăн почта адресĕ: 140070, Мускав облаçĕ, Люберецк районĕ, Томилино поселокĕ, Гоголь урамĕ, 15-мĕш çурт, 3-мĕш корпус, 33-мĕш хваттер.

Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,

РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ

Геннадий Иванович Анисимов.

 

 

ВЫДЕРЖКИ ИЗ НАГРАДНЫХ МАТЕРИАЛОВ:

 

Тов. Анисимов Иван Васильевич много поработал над тем, чтобы его расчёт работал отлично и метко бил врага. В боях 15 - 17 сентября 1942 года расчёт сержанта Анисимова с честью выполнил первомайский приказ товарища Сталина № 130. В его расчёте полная взаимозаменяемость. Все бойцы на «отлично» овладели миномётом и винтовкой. В его расчёте нет ни одного случая нарушения воинской дисциплины.

 

Тов. Анисимов И.В. из своего миномёта метко бьёт белофинских бандитов. На его боевом счету много уничтоженной техники и живой силы врага.

 

Два вражеских миномёта назойливо били по нашим траншеям, выводя из строя наших бойцов. Тов. Анисимову было приказано подавить огонь вражеских миномётов. Выпустив 15 мин, расчёт товарища Анисимова подавил вражескую батарею батальонных миномётов.

 

12 сентября наблюдатели обнаружили вражеский блиндаж, в котором находилось 25 белофиннов. Тов. Анисимов открыл огонь по блиндажу. 3 мины угодили точно в блиндаж.

 

В воздух полетели брёвна и куски вражеских солдат. Из блиндажа успели выбежать 10 солдат, остальные нашли там себе могилу.

 

С 15 по 17 сентября пехотное подразделение брало крепко укреплённую высоту. Батарея поддерживала действия наших войск. Здесь тов. Анисимов точно в цель выпущенными минами выживал врага из траншей и окопов, которые наши бойцы стремительными бросками сумели занять.

 

Но враг, собрав силы, трое суток контратаковал высоту. И не смотря на бешеный обстрел артиллерийской огневой позиции, расчёт тов. Анисимова смертельным огнём своих миномётов уничтожил контратакующего врага.

 

В этих боях миномёт тов. Анисимова уничтожил до 60 вражеских автоматчиков.

 

В боях за Социалистическую Родину тов. Анисимов проявил своё мужество и жгучую ненависть к немецко-финским захватчикам.

 

Тов. Анисимов достоин правительственной награды – медали «За Отвагу».

 

***

 

27 июня 1944 года, несмотря на сильный артиллерийский обстрел противника, сержант Анисимов своим орудием давал быстрый темп огня по белофинским огневым точкам. Сержанта Анисимова дважды ранило мелкими осколками вражеских снарядов, но огневой позиции он не покинул, в результате стойкостью наших артиллеристов враг был ошеломлён и стрелковые подразделения успешно форсировали водный рубеж.

 

Ранее неоднократно отличался при стрельбе прямой наводкой по ДЗОТ-ам противника на его переднем крае, проявив при этом стойкость и высокую боевую выучку.

 

За проявленное мужество в боях за Социалистическую Родину, за то, что, будучи раненым в наступательном бою, не покинул огневую позицию, достоин правительственной награды – Ордена Славы III степени.

 

***

 

Командир орудия 2 батареи сержант Анисимов в бою 10 февраля 1945 г. своим орудием подбил и сжег немецкий танк. На огневую позицию батареи прорвались 6 немецких танков. Благодаря своевременным и умелым действиям сержанта Анисимова танки врага были остановлены и не пропущены в расположение наших войск. Осколком снаряда из немецкого танка сержант Анисимов был ранен, но не отошёл он от своего орудия до тех пор, пока танки не были отогнаны от нашей линии обратно.

 

В этот же день сержант Анисимов при следовании в медицинский пункт заметил на дереве немецкого солдата, который корректировал огнём шестиствольных миномётов. Короткой очередью автомата корректировщик был убит.

 

Вывод: достоин правительственной награды – Ордена Славы II степени.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика