11:39 08 апреля 2016 г.
Çак ятпа çырнă сочиненисен конкурсне Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ ирттерет.
Темăна туллин уçса пани, вырăнти материалпа усă курни, факт тĕслĕхĕсене тĕрĕс илсе кăтартни тата ытти критерие шута хурса çырнă ĕçсене апрелĕн 20-мĕшĕччен nickolaewa.nataliya2011@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла е «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцине Н. Николаевăна çитерсе памалла. Сочинени калăпăшĕ - А4 форматлă хут çине пичетлесе çырнă икĕ страницăран ытла мар. Сăвăласа çырма та юрать.
Çĕнтерÿçĕсене 10-17 çулти ачасен тата 18-30 çулти çамрăксен ушкăнĕсенче уйрăммăн палăртаççĕ. Вĕсене Чăваш чĕлхи кунĕнче чыслаççĕ.
Конкурс пирки тĕплĕнрех хаçатăн сайтĕнче вуласа е 62-1-38 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.
ЧНК районти уйрăмĕ.
Положени
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии