Ẻнер, пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Орининти культура çуртĕнче Йўçкасинчи «Сипет» халăх театрĕ куракансене А. Васильев пьеси тăрăх лартнă «Тавах, аннеçĕм» виçĕ пайлă пьеса-балладăпа паллаштарчĕ. Театр ушкăнĕ пултаруллă, искусствăна чун-чĕререн парăннă, хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсенчен чăмăртаннă. Рольсенче вара çак ял тǎрǎхĕнче пурǎнакансем, тĕрлĕ çĕрте вǎй хуракансем вылярĕç.
Сцена çинче аслисемпе пĕрле шкул ачисем пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çамрáк артистсем хáйсене шанса панá рольсене тèплèн хатèрленсе халáх умèнче èнентерўллèн выляса кáтартрèç.Спектакле ертсе пыраканĕ тата лартаканĕ - Константин Ярухин. Курма пухǎннǎ ял çыннисем спектакле питĕ тимлĕн пǎхса ларчĕç, пысǎк хак парса тǎвǎллǎн алǎ çупса артистсене саламларĕç.
В.И.Вязов артистсене куракансен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ, çирĕп сывлăх, çĕнĕ пьесăсем, ăнăçлă рольсем сунчĕ.
Орининское сельское поселение Моргаушского района