Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен экономика аталанăвĕн министерстви пулăшнипе пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти филармони залĕнче регионсем хушшинчи "Кĕмĕл сасă" фестиваль ирттерчĕ. ЧРКультураминистерстви, чăвашэстрадаартисчĕсенсоюзĕ, "Чăвашенахахĕсем" фестивалейĕркелекенсемтекупаллă тапĕлтерĕшлĕ уявранайккинчеюлмарĕç. Фестиваль, чăннипехте, анлă такурăмлă иртрĕ. Пурĕ вун икĕ регионти чăваш çамрăкĕ çак конкурса килсе çитрĕ. Чăваш Енри районсемпе хуласенчен те "Кĕмĕл сасă" фестивале яш-кĕрĕм хастар хутшăнни палăрчĕ. Пурĕ вăтăр сакăр çамрăк чăваш эстрада юррине юрлас ăсталăха кăтартрĕ.Фестивале хутшăнакан çамрăксене саламлама ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, ЧР культура министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев çитрĕç. Вĕсем яш-кĕрĕме чăваш юррине çÿллĕ шайра кăтартма ăнăçу сунчĕç. Конкурс хĕрÿ те кăмăллă иртрĕ. Каçхине филармонире иртекен гала -концертра, конкурса хутшăннă чăваш юрăçисен ăсталăхне зал тулли халăхпа пĕрле пĕтĕмлетрĕ.
Пирĕн Муркаш район чысне районти культура урчĕн пултарулăх ертÿи Елена Филиппова хÿтĕлерĕ. Вăл Лариса Сергеева сăввипе Константин Марков кĕвĕленĕ «еке урчĕ юрату» юрра юрларĕ. Хăйĕн епĕ сассипе тата пултарулăхĕпе жюри членĕсене те, куракансене те тÿрех тыткăнларĕ. Конкурса хутшăнакан вăтăр сакăр юрлакан хушшинче вăл виĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Моргаушский район Чувашской Республики