Хисеплĕ культура ĕçченĕсем, çак сферăн ветеранĕсем!
Сире хăвăрăн професси уявĕпе –Культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Эсир. районта пурăнакансем пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерччĕр тесе тăрăшатăр. Ял тăрăхĕсенче, районта иртекен кашни мероприятие илем кÿретĕр, çынсен кăмăлне çĕклетĕр, вĕсене çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантаратăр. Çавăн пекех чăваш халăх культурине, ырă йăли-йĕркине сыхласа хăварассишĕн, малалла аталантарассишĕн çине тăрса ĕçлетĕр. Çак ĕçе çитĕнекен ăру малалла тăстăр тесе тимлетĕр. Тавах сире хăвăрăн ĕçе юратнăшăн, хăвăрăн тивĕçĕре чунтан тăрăшса пурнăçланăшăн.
2016 çула Раççейре Кино çулталăкĕ тесе палăртни те культура, çав шутра искусство çыннисен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине кăтартса парать. Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулни те кашни професси хисепре пулни çинчен калать. Эсир те хăвăр суйланă профессипе чун-чĕререн тăрăшса ĕçлетĕр. Çакна эсир çулсерен хутшăнакан конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Иртнĕ çулта та Раççей шайĕнче çитĕнÿсем тума пултартăр, Шетмĕпуçĕнчи Культура çурчĕ «Чи лайăх ялти клуб» ята çĕнсе илме пултарчĕ, икĕ культура ĕçченĕ вара хăйсен профессийĕпе чи лайăххи пулса тăма пултарчĕç.
Сире малалла та хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçлама ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр. Малашне те хăвăрăн пултарулăхăрпа тĕлĕнтерсех тăрăр, ĕçлес туртăм ÿссех пытăр. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе ăнлану, юрату, тулли пурнăç пултăр.
Район пуçлăхĕ –депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики